Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тĕрĕс суйлама пĕлмелле

Тĕрĕс суйлама пĕлмелле

Шкул ачисен 90 проценчĕ Интернетпа усă курать. Вĕсенчен иккĕ виççĕмĕш пайне онлайнра чухне ашшĕ-амăшĕ сăнамасть.

Çул çитменнисене сиенлĕ информацирен айккинче тăма хăнăхтарасси — ашшĕ-амăшĕн, тĕрлĕ вĕренỹ учрежденийĕн, патшалăх органĕсен, саккуна сыхлакан тытăмсен, çыхăну компанийĕсен пĕрлехи ĕçĕ. Ыйту паян чăнах та çивĕччине çирĕплетекен сăлтав — хальхи вăхăтра ачасем телекурав е Интернет урлă информаци илме пĕчĕкренех тытăнни. Раççейре 14 çул тултарман 10 миллион ача Интернетпа усă курать. Куллен тенĕ пек вĕсем социаллă тĕрлĕ сете кĕреççĕ, хăйсем çинчен мĕн те пулин пĕлтереççĕ, çав вăхăтрах экран леш енче кам ларнине, вăл мĕнле шухăш-тĕллевлине пуçа илмеççĕ. Чылай чухне хăшĕ-пĕри виртуаллă тĕнчери «геройсене» чăн пурнăçри тантăшĕ-пĕлĕшĕнчен те ытларах чунне уçса пама хатĕр. Сăмах май, Интернет серепин тыткăнне лекекенсенчен чылайăшĕ пурнăçра никампа та уççăн калаçсах каймасть.

Мĕнлерех информацие ача-пăчашăн, çул çитмен çамрăксемшĕн сиенлĕ тесе йышăннă-ха? Паллах, чи хăрушшисем — ачасен сывлăхне сиен кỹме е çынна пурнăçран уйрăласси патне çитерме пултараканнисем. Сиенлĕ йăлана вĕрентекен информацисем çаксем: наркотик, пирус тата психотроплă ытти хутăш, алкоголь, хăнăхма çул уçакан контент, чĕрчунсене е çынсене мăшкăл-нуша кăтартма, проституципе аппаланма хĕтĕртекен, çемье хаклăхĕсене хирĕçлекен информаци, намăс сăмахсемлĕ материалсем.

Çавăнпа та ашшĕ-амăшне тимлĕ пулма, ачасене виртуаллă тĕнчере те сăнаса тăма, интернетри киревсĕрлĕхе тасатакан программăсемпе усă курма ыйтатпăр.

Ольга КОРОТИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code