Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Ыйту çивĕч

«Çивĕч» — çапла хакланă республикăри наркотиксемпе çыхăннă лару-тăрăва Шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшĕпе кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Наумов.

Вăл палăртнă тăрăх, республикăна наркотик çав-çавах нумай килет — Мускавран, ытти регионтан. Хамăр патра çитĕнтерекен наркăмăш та çук мар. Наркотиксемпе çыхăннă преступленисен шучĕ чакни палăрать, анчах ку çивĕчлĕх сирĕлнине пĕлтермест. «Шурă вилĕм» сутса услам тума ăнтăлакансем хăйсен киревсĕр ĕçне ниепле те пăрахасшăн мар. Çакна çирĕплетекенни — наркотик сарас енĕпе каварлашса ĕçленĕ ушкăнсене сиенсĕрлетни. Унашкаллисем тĕлĕшпе кăçал кăна 9 уголовлă ĕç пуçарнă. Январьте наркотик суту-илĕвĕпе аппаланакан ушкăнăн 12 членĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсем Чăваш Енре кăна мар, Мари Элта та тымар янă-мĕн. Асăннă ушкăна сиенсĕрлетес енĕпе полици 2020 çултанпа ĕçленĕ — тинех ăнăçлă вĕçленĕ.

Преступленисен шучĕ чакнă пулин те, регионта пĕлтĕр наркотиксемпе усă курса вилнисен шучĕ самай пысăкланнине палăртнă — 38 çын пурнăçĕ татăлнă. 2019 çулта вилнисен шучĕ 100 пин çын пуçне 0,5-пе танлашнă. 2020 çулта ку кăтарту пысăкланнă — 1,5-е çитнĕ. Иртнĕ çулхи цифра вара — 3,2!

Çулталăк пуçланнăранпа йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем республикăра саккунсăр çаврăнăшран 5 килограмм ытла наркотик туртса илме пултарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code