Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пур ĕçре те пуçаруллă

Пур ĕçре те пуçаруллă

Районти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Лариса Васильева хăй тавра чăннипех пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ хĕрарăмсене пуçтарнине, çакна кура вĕсем пĕрлехи вăйпа тĕрлĕрен мероприятисене хутшăнса хăйсен тивĕçлĕ тỹпине хывнине нумай тĕслĕхрен курса ĕненме пулать.

Хальхинче те хĕрарăмсем пуçаруçăсен вырăнĕнче пулчĕç. Пурте пĕр çын пек пулса «Единая Россия» парти Донбасс ачисене пĕрремĕш класа кайма хатĕрлес тĕллевпе йĕркеленĕ акцие хутшăнчĕç. Вĕсен пуçарулăхĕ ыттисене те хавхалантарма тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен акци малалла пырать, канцеляри таварĕсене август уйăхĕн тăршшĕпех пухма палăртнă. Çапла майпа Канаш пайташĕсем ыттисене те сăваплă ĕçе хутшăнма чĕнеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code