Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăслă тата… хĕрхенỹсĕр

Ăслă тата… хĕрхенỹсĕр

Кăçалхи ултă уйăхра Чăваш Енре ют пурлăха контактсăр майпа вăрланă тĕслĕхсем иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен палăрмаллах сахалланнă — 30,7 процент чакнă. Пĕлтĕрхи январь-июнь уйăхĕсенче 1907 преступлени пулнă, кăçал — 1321. Çав вăхăтрах ултавçăсем граждансене кỹнĕ сиен виçи ỹсни палăрать: çухату 14,6 процент хушăннă — 609 миллион тенкĕрен иртнĕ.

Мошенниксен сĕмсĕрлĕхĕн, хĕрхенỹсĕрлĕхĕн вĕçĕ çук. Вăлтана пĕрре çакланнă çынран тỹрех хăпмаççĕ — ăна çап-çара тумасăр та вĕçертмеççĕ. Вăрланă укçан пĕтĕмĕшле виçи палăрмаллах пысăкланнин сăлтавĕсен шутĕнче çак самант та паллă вырăн йышăнать. Çулталăк пуçланнăранпа пилĕк çын шулĕксене 10-15 миллион тенкĕ тыттарса янă. Шар курнисем тĕрлĕ çулта: 20-ри çамрăк та, 80-ран иртнĕ мучи те.

Преступниксем вĕсене хăйсем пирки право хуралĕн ĕçченĕсем тесе улталанă. Украинăри террористсене пулăшнипе сехĕрлентерсе вĕсен укçине декларацилемелли çинчен каланă. Çапла тумашкăн е банкомат урлă куçармалла, е курьера парса ямалла. Граждансем çакна ĕненнĕ, хăйсен укçине куç хывнă ултавçăсен инструкцине пурнăçласа пысăк çухату тỹснĕ. Сăмах май: çухатнă укçан çỹлерех асăннă виçисем чикĕ мар иккен — Чăваш Енре пĕр çын 60 миллион тенкĕ çухатни те пулнă.

Никам та шанчăклă сыхланман — ултав серепине кирек кам та лекме пултарать. Полицин палламан-туман çынсене камсем ытларах шаннине кăтартакан статистика та пур: çулталăк пуçланнăранпа улталаннисен ретĕнче студентсемпе шкул ачисем уйрăмах йышлă — 129 çын. Вĕсем хыççăн — 126 пенсионер, промышленноçра тăрăшакан 71 çын, суту-илĕвĕн 64 представителĕ.

Мошенниксем паян ăслă технологисемпе анлăн усă кураççĕ. Калăпăр: граждансен смартфонĕсене вирус ертеççĕ те — кĕрекен мĕн пур смс-пĕлтерĕве трансляцилеççĕ. Çын телефонĕ çине тĕрлĕ пĕлтерỹ килет: «Пăх-ха, ку сăн ỹкерчĕкре эсĕ мар-и?», «Пирĕн тус аварире вилнĕ»… Кунашкал пĕлтерĕве чылайăшĕ уçса пăхатех — вирус тỹрех телефона ярса илет. Ултавçăсене вара çакă кăна кирлĕ… Çавăнпа телефонпа килекен ссылкăсем тĕлĕшпе питĕ иккĕленмелле — пурне те шанни, вĕсене уçни вырăнсăр.

Çынсене хăйсен укçине шанчăклă шут çине куçарма сĕннĕ тĕслĕх питĕ нумай. Интернет урлă тавар (автомашина таранччен) сутнă е туяннă чухне час-часах улталанаççĕ. Ун пек чухне виртуаллă анлăшри сутуçăсем малтанах укçа куçарма ыйтаççĕ — тавара ярса памаççĕ. Е тавар туянма шантарса уншăн укçа куçармалла тесе банк карточкин реквизичĕсене ыйтаççĕ — вĕсемпе усă курса укçине вăрлаççĕ.

Хушма шалу, тупăш шантаракансем те çын психологине лайăх пĕлеççĕ, этем тени ямăттине килĕштернипе усă кураççĕ. Сăмахран, маркетплейссенчи таварсемшĕн лайксем лартма сĕнеççĕ, çавна май укçа тỹлеме шантараççĕ. Пирвайхи утăмра, чăн та, çапла тăвĕç те. Çапла майпа тимлĕхе «ыйха путараççĕ» те унтан тавара сутăн илессипе тупăш тума — укçа хывма — сĕнеççĕ.

Преступниксен çаврăнăçулăхĕ ăмсанмалăх та пур. Вăл е ку лару-тăрупа питĕ хăвăрт усă кураççĕ. Вĕсем бензинпа çыхăннă дефицита самантрах хăйсене кирлĕ пек çавăрттарнă. Шупашкар çынни интернетра хăш АЗСра бензин пуррине кăтартакан сервис шыранă. Тупнă — сиенлĕ приложение хăйĕн телефонне вырнаçтарнă. Çав приложени смс-пĕлтерỹсене, банк пĕлтерĕвĕсене «айккине» трансляциленĕ, ултавçа телефон хуçин укçине вăрлама пулăшнă.

Раççейĕн хăш-пĕр регионĕнче вара преступниксем граждансене Транспорт министерствин ячĕпе улталаççĕ. Бензин заправки валли ятран паракан талонсем пулаççĕ-мĕн. Ят-шыва, автомобиль номерне пĕлтермелле. Çапла майпа çынсен харпăр хăйсен кăтартăвĕсене, смспа килекен кода ыйтса пĕлеççĕ е телефона вируслă приложени вырнаçтараççĕ. Малалла, чухлатăр пулĕ, паллă сценарипе çынсем укçасăр юлаççĕ. Кунашкалли Чăваш Енре пулни çинчен шарламарĕç-ха, анчах ютра пурри — ырри мар, усалли — пирĕн пата та часах çитесси иккĕлентермест.

Николай КОНОВАЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code