Раççейĕн социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ июлĕн 21-мĕшĕнчен пĕрлехи пособие урăхлатнă йĕркене тĕпе хурса парать.
Халĕ çемье членĕсене — ачасене, ашшĕ-амăшне, мăшăра, аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне, мăнукĕсене — пăхни кăна тупăш çуккине кăтартакан пĕлтерĕшлĕ сăлтав шутланать. Пĕрлехи пособие килте официаллă майпа вăй хурса шалу илекен е ятарлă сăлтава пула ĕçлеймен çемьесем тивĕçеççĕ. Çакăн пек сăлтавсен шутне 80 урлă каçнă пенсионера тата 1-мĕш ушкăн инвалидне, тухтăр ялан сăнаса тăмалла тесе çирĕплетнĕ ватă çынна пăхни те кĕрет.
Çỹлерех асăннă сăлтавпа тупăш çукки çинчен малтан документ илмелле. Çак тĕллевпе Раççейĕн социаллă фончĕн уйрăмĕн клиент службинчен пулăшу ыйтмалла, тупăш илмен тапхăра кăтартса заявлени памалла. Унта пĕрлехи пособи илес тесе ыйту çырмалла. Пăхакан çын тăван мар тăк, тĕслĕхрен, хĕрарăм мăшăрĕн амăшне çитерет-тумлантарать, çакăн пек документсем тăратмалла: мăшăрланăва ĕнентерекен тата упăшки çуралнине çирĕплетекен хутсем.
Ача кĕтекен хĕрарăмсене тата 17 çула çитеймен ачаллă çемьесене пособи парас енĕпе те улшăнусем пур. Енчен те çемье пропискăпа мар, урăх çĕрте тĕпленнĕ тĕк, унăн Раççейĕн çав регионĕнче пурăннине çирĕплетекен килĕшỹ, ачасем вĕренекен çĕртен е вĕсем çỹрекен ача садĕнчен официаллă хут тăратмалла.
Роза АНАТОЛЬЕВА.

