Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрнара çитсе курнă

Вăрнара çитсе курнă

Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый ертсе пынипе пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен пĕр ушкăнĕ «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен обществинче çĕнĕрен хута кайнă, 2400 пуç ĕне выльăх вырнаçакан выльăх-чĕрлĕх комплексне уçма хутшăннă.

Савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ мероприятие Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Михаил Васильевич шучĕпе, çакăн йышши çĕнĕ ферма уçăлни Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин территорийĕсенче обществăпа политикăри лару-тăру тăнăçлă пулнине уçăмлăн çирĕплетни те. Мĕншĕн тесен ял хуçалăх отрасльне аталантарасси çине хальхи вăхăтра патшалăх уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code