Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тÿсĕмлисен службинче

Тÿсĕмлисен службинче

Апрелĕн 30-мĕшĕ – Раççей пушар хуралĕн кунĕ.

Районта пушарпа кĕрешекен тата çак инкеке асăрхаттаракан 2 организаци – пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕ /начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин/ тата Елчĕкри 44 номерлĕ пушар хурал чаçĕ /Василий Григорьев/ – ĕçлет. Вĕсенче пурĕ 22 çын тăрăшать. Унсăр пуçне кашни ял тăрăхĕнчех муниципалитет пушар хурал чаçĕсем пур.

Пушар хуралне çирĕп сывлăхлă тата пысăк вăй-халлă, вăр-вар та тÿсĕмлĕ çынсене ĕçлеме илеççĕ. Вĕсем инкеке лекнĕ çынсене вăхăтлă пулăшу пама, синкерлĕ лару-тăрăва кĕске вăхăтра тата пысăк çухатусемсĕр сирсе яма пулăшаççĕ.

Пысăк тÿсĕмлĕх те ăнăçу сунар пушар хуралĕн кашни ĕçченне!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code