Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çухалнă, анчах манăçман

Çухалнă, анчах манăçман

«Çĕнтерÿ кунĕ, епле вăл пулнă аякра…» юрă сăмахĕсем кашни çынра мăнаçлану туйăмĕ çуратаççĕ. Çав вăхăтрах – хурлану та.

Хурлану, мĕншĕн тесен нумайăшĕ мĕнле, хăçан вилни те, ăçта пытарни те паллă мар. Вĕсем пирки кĕскен кăна « Хыпарсăр çухалнă» тесе пĕлтернĕ.

Çакăн пек сăмахсемлĕ çыру вăрçă хыççăн манăн кукаçи – Лаш Таяпари Венямин Иванович Трофимов çемйине те килнĕ. Вăл тата унран аслăрах Ефим, суранлă пулсан та, тăван яла тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитме пултарнă. Кĕçĕннин – Никифорăн – çырни урăхла пулнă-ши; Сиснĕ пекех, тăванĕсене те вăл çаплах каласа хăварнă: «Эпĕ каялла, тен, килеймĕп те…»

Чăн та, Н.Трофимов 1941 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнчех хыпарсăр çухалнă. Паянхи кунччен çапла шутланă-ха эпир. Вăл вара, Латви территорийĕнче çар çыннисен пĕчĕк мар ушкăнĕпе, тăхăр кунтанах фашистсен аллине çакланнă. Тÿрех Германине ăсатнă вĕсене. Эркбе текен ялти Шталаг XI /321/ лагере янă. Ун ячĕпе уйрăм карточка уçнинче «…уроженец Казанской области» тенĕ. Районпа ял ятне /вырăс сутăнчăкех пулнă пулĕ-ха, Авт./ вара тĕрĕс мар çырнă: «Фалчиковский», «Ластайба». Тĕссĕрленнĕ сăн ÿкерчĕкне, шел, пичетлеме май çук. Çапах та копи тунă документра ыттине курма-вулама май пур. Унăн ятне тĕрĕс мар палăртнă – Никита тенĕ. Кăкăрĕ çинче – лагерь номерĕ: 6919. Пĕвĕпе 174 сантиметр çÿллĕш, сарă çÿçлĕ. Пÿрне йĕрĕсене паллă тунă. Хĕрлĕ кăранташпа 1942 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче вилнине çырнă. Юнашарах хура тĕспе хĕрес палли лартнă. 22 çулта çеç пулнă вăл…

2006 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн РФ Оборона министерстви компьютер кăтартăвĕсен «Мемориал» /www.obd-memorial.ru/ пĕтĕмлетÿллĕ банкне йĕркеленĕ. Иртнĕ вăрçăн пĕтĕм утăмĕ сăнарланнă теме пулать унта. Хыпарсăр çухалнă кукаçин шăллĕне те çак çăлкуç тăрăх манăçсăрлăха тавăртăмăр.

Историрен паллă: вăрçăн малтанхи тапхăрĕнче тыткăна лекнисен йышĕ уйрăмах пысăк пулнă. Официаллă статистика пĕтĕмпе 5 миллион ытла совет салтакĕ çинчен калать. Тăшман аллинче пулнисене вара «çĕршыв сутăнчăкĕ» тесе çирĕплетнĕ. Ку шухăшпа пуçĕпех килĕшме çук, унашкаллисем тупăннă пулин те. Çав вăхăтрах тыткăнра чухне те паттăрлăх кăтартнă Д.Карбышев генерал, М.Джалиль поэт, М.Девятаев летчик çинчен нумайăшĕ пĕлеççĕ. Пĕлменнисем тата;

1941 çулхи çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче кăларнă приказра тыткăна лекнĕ хĕрлĕ армеец çемйисене патшалăх пособийĕсĕр тата пулăшăвĕсĕр хăварнă, командирсемпе политработниксен çемйисене арестленĕ.

…Ирсĕр фашистсен лагерĕсенче нушалантарнă, персе вĕлернĕ, çунтарнă, чĕрĕлле пытарнă кашни çыннăн ячĕ историе çырăнтăр. Паянхи тата пулас ăрушăн кирлĕ çакă. Ан манăçтăр никам та.

И.МЯСНИКОВА,
Чистопольти патшалăх историпе архитектура тата литература музейĕн директорĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code