Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Янăрарĕ юлашки шăнкăрав

Янăрарĕ юлашки шăнкăрав

Майăн 23-мĕшĕнче районти шкулсенче пĕлÿ пухнă 304 вĕренекеншĕн, вăл шутран вунпĕрмĕшсем 112, тăххăрмĕшсем 192, юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Уяв мероприятийĕсене район, ял тăрăхĕсен администрацийĕн представителĕсем, педагогсем, ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç.

Елчĕк шкулĕ. Çын пурнăçĕнчи ĕмĕр асра юлмалли самантсенчен пĕри вăл – шкултан вĕренсе тухнă ятпа янăракан юлашки шăнкăрав уявĕ. Вăл кăçал 11 класран вĕренсе тухакан 48, 9 класран вĕренсе тухакан 57 ачашăн чи савăнăçлă та хумхануллă кун пулчĕ. Пурнăçăн çĕнĕ тапхăрне куçасси, паллах, кашнине ырă шанăç парнелет, çав вăхăтрах умри экзаменсемшĕн шиклĕх туйăмĕ те çуратать. Çапах кашнийĕн пит-куçĕ савăнăçпа тулать, юлашки хутчен хăйсен класс ертÿçисем ертсе пынипе савăнăçлă линейкăна пуçтарăннă вĕсем.

Акă Раççей гимнĕ янăрать. Чун-чĕрере эсĕ çĕршывшăн тем тума хатĕрррине туйса чĕре хыттăн-хыттăн тапать… Выпускниксене чи малтанах шкул директорĕ Лариса Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламларĕç, малашнехи пурнăçра такăр çул, лайăх юлташсем, ăнăçу сунчĕç. Николай Петрович Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадин регионти тата юлашки тапхăрĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене, вĕсен наставникĕсене район администрацийĕн Тав хучĕсене парса чыс турĕ. Çавăн пекех выпускниксене, уйрăмах Юлия Адюковăна, саламлама «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Алина Ларшникова килсе çитнĕ. Вăл хаçатăн çывăх тусне «Тантăш» хаçатăн лауреачĕ» пулнине ĕнентерекен диплом пачĕ.

Выпускниксене саламлакансем йышлăн пулчĕç. Пурте вĕсем умри экзаменсене ăнăçлă тытса хăйсем суйласа илнĕ вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме ăнăçу сунчĕç.

Кăçал 11 класс пĕтерекен Денис Кучковпа пĕрремĕш класран вĕренсе тухакан Злата Григорьева юлашки шăнкăрав шăнкăртаттарчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, выпускниксем класс ертÿçисемпе пĕрле тĕрлĕ тĕслĕ шарсене сывлăша вĕçтерчĕç. Савăнăçлă юрă-кĕвĕ инçете саланчĕ.

Ăнăçу сире, выпускниксем!

Сăн ÿкерчĕкре: уяв саманчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code