Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аслашшĕн вăрçăри орденне – мăнукне

Аслашшĕн вăрçăри орденне – мăнукне

Кăçал Аслă Çĕнтерÿ 75 çул çитнине эпир, вăрçă ветеранĕсен ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем чун-чĕрери тулли савăнăçпа кĕтсе илтĕмĕр. Тем тесен те пирĕнте, кашнийĕнче, чĕре варринче, шалта çак паттăрлăха пуçа таяс, асатте-кукаçисемпе мăнаçланас туйăм упранать. Юбилейлă çулталăкра чылайăшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр утса тухнă çывăх тăванĕсен шăпине тĕплĕн тишкерсе интернетри тĕрлĕ сайтсемпе паллашрĕ.

Çĕнĕ Арланкассинче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Александр Никонова хăйсен йăх-несĕл тымарне пĕлесси, шырасси, аслашшĕ вăрçăра утса тухнă çул-йĕре тĕпчесси канăç паман. Çавăнпа та вăл пĕр тăхтамасăр шырав ĕçне пуçăннă.

Унăн аслашшĕне – Венекдикт Васильевич Никонова /Сашăн ашшĕ аса илнĕ тăрăх/ 1945 çулхи март уйăхĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орденне пама тăратнă пулнă, анчах ăна вăл илеймен. Çак хыпар çамрăка хытă кăсăклантарса янă. Ача-пăча чухне аслашшĕ вăрçă темипе сăмах пит пуçарнинех астумасть Саша, хăй те аптăратман, пĕчĕккĕ пулнă. «Халĕ пулсан пĕтĕмпех тĕпченĕ пулăттăм», – тет вăл.

Саша ĕçрен пушаннă хыççăнах куллен компьютер умне ларнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă сайтсене тишкерсе аслашшĕн хушаматне шыранă. Часах мал ĕмĕтлĕ çамрăк «Подвиг народа в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг» электронлă банк докуменчĕсенче награда илнисен йышĕнче кирлĕ хушамата асăрханă. Чăнах та, Венедикт Никонова Хĕрлĕ Çăлтăр орденне панă, анчах вăл хуçи патне çитеймен. Çапла вара Саша Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин тĕп архивне ыйтупа тухнă. Мускавран ярса панă справкăра аслашшĕ вăрçă вăхăтĕнче илнĕ мĕнпур наградăна палăртнă. Унта март уйăхĕнчи паттăрлăхшăн панă Хĕрлĕ Çăлтăр орденне те кĕртнĕ. Вăл аслашшĕн иккĕмĕш Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ. 81 çул пурăннă вăрçă ветеранĕн маларах асăннă ордена аллипе тытса курма тÿр килмен, ăна вăхăтĕнче шыраттарма та шутламан. Кăкăр тулли орден-медале çакса капăртатман фашистсемпе куçа-куçăн çапăçнă фронтовик. Чи пĕлтерĕшли – вăл Тăван çĕршыва чыслăн хÿтĕлени. Вилĕмпе юнашар утса тивĕçнĕ награда çемьере чыслăн упрантăр тесе Саша архив справкипе килĕшÿллĕн таçта та çитнĕ. Чи малтанах хăй чăннипех те Венедикт Васильевич Никоновăн мăнукĕ иккенне ĕнентерсе справкăсем пуçтарнă, ун хыççăн документсемпе темиçе хутчен те çар комиссариатне васканă, тĕрлĕ заявленисем çырнă, архивсенче ларнă, истори кĕнекисемпе паллашнă.

Вунă уйăх иртнĕ хыççăн, кăçалхи ноябрĕн 9-мĕшĕнче, Шупашкар хулин çар комиссарĕ О.Иванов Сашăна хăйсем патне йыхравланă. Хавхаланнăскер пĕччен кайман унта, Валерий шăллĕне те чĕннĕ. Мĕн тесен те вăрçă ветеранĕн мăнукĕсемшĕн пысăк та мăнаçлă уяв вăл. Çар комиссарĕ çамрăксене аслашшĕн наградине – Раççей Президенчĕ Владимир Путин алă пуснă Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн удостоверенине савăнăçлă лару-тăрура парса чысланă.

– 75 çул иртсен асаттен орденĕн удостоверенине алла илнĕ чухне çан-çурăма сивĕ хум çапрĕ, сассăм чĕтрерĕ, пырта тем капланчĕ. Ытла та хумхануллă самант пулчĕ. Эпир те, салтакăн мăнукĕсем, вăхăтĕнче Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланăскерсем, чăннипех Аслă вăрçă паттăрĕпе мăнаçланатпăр. Историе хамăр пĕлнипе кăна мар, ачасене те мăн аслашшĕ çинчен каласа паратпăр, – тет Александр хавасланса.

Вут-çулăм ахрăмĕнче

Ман аллăмра Венедикт Никоновăн хĕрлĕармееец кĕнеки. Асăрханса тытса уçкалатăп ăна: ара, темрен те хаклă тупра-çке вăл, вăрçăн хĕн-асапĕ витĕр тухнăскер. Çулсем иртнĕ май сархайса кайнă пулсан та типтерлĕ, кашни листинче мĕн çырнине лайăх вулама пулать. Унта 4 класс вĕреннинчен пуçласа ун çинче мĕнле япала тата çар пурлăхĕ шутланса тăни таранах паллă.

1918 çулта çуралнă Венедикт Никонова Елчĕк çар комиссариачĕ 1942 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче фронта кайма повестка панă. Запасри çар çынни тепĕр тăватă кунтанах 127-мĕш стрелоксен полкне çитнĕ. Çав çулхи июнĕн 19-мĕшĕнче çар присягине йышăннă. Сентябрĕн 10-мĕшĕнчен Воронеж фрончĕн 107-мĕш стрелоксен дивизийĕн 522-мĕш стрелоксен полкĕн йышĕнче çапăçма пуçланă. Çав çулхи декабрь уйăхĕнче пичĕпе мăйĕнчен аманнă. Госпитальте выртса сывалнă хыççăнах çапăçу хирне тухса кайнă. Вăрçă çулĕсене вăл ытларах 1-мĕш Украина фрончĕн 107-мĕш стрелоксен дивизийĕн 516-мĕш полкĕпе пĕрле утса тухнă. Хĕрлĕармеец кĕнеки тăрăх В.Никонов 1943 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ. Çак полкра вăл харсăр та хăюллă, çирĕп кăмăллă командир пулнине кăтартнă. Тепĕр çичĕ кунтанах ентешĕмĕре Белгород çул-йĕрĕпе пынă çапăçури хăюлăхшăн Сталинăн Тав хутне панă. Çав çулхи октябрь уйăхĕнче нимĕç захватчикĕсемпе пынă çапăçура палăрнăшăн «Отличный минометчик» кăкăр çине çакмалли паллăпа чысланă.

Архив хучĕсемпе малалла паллашатăн. 1944 çулхи январĕн 6-мĕшĕнче унăн миномет расчечĕ Мелнедонна ялĕшĕн пынă хаяр çапăçура тăшмансен пулемет точкине тата 5 салтакне пĕтернĕ. Çакăнти паттăрлăхшăн 2-мĕш стрелок батальонĕн миномет расчечĕн командирĕ, В.Никонов кĕçĕн сержант салтакăн чи сумлă наградине – «Хăюлăхшăн» медале илме тивĕçнĕ.

1944 çулхи мартăн 8-23-мĕшĕсенче пынă çапăçусенче те Венедикт Васильевич хăюллă командир пулнине тепĕр хут çирĕплетнĕ. Шнуры ялĕшĕн пынă çапăçура вăл хăйĕн расчечĕпе тăшманăн боеприпассен автомашинине, икĕ пулемет расчетне тата пĕр взводне тĕп тунă. Çапла вара пехотăна малалла кайма тата асăннă яла çĕнсе илме майсем туса панă.

«Правительствăн II степень Отечественнăй вăрçăн орденне илме тивĕçлĕ», – тесе çырнă 516-мĕш стрелоксен полкĕн командирĕ Авдеев В.Никоновăн паттăрлăхĕ пирки. Çак ордена илме тăратнăскере ăна III степень Мухтав орденĕпе чысланă.

Фронтовикăн вăрçă çулĕсенчи кашни утăмĕ куç умĕнче. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн кĕрешнĕ В.Никонов 1945 çулхи январь-февраль уйăхĕсенчи çапăçусенче те палăрнă, çивĕч те маттур командир пулнине çирĕплетнĕ. Бабицы ялĕшĕн пынă çапăçура вăл миномет вут-çулăмĕпе фашистсен пĕр пулемет точкине çапса аркатнă, çавна май çуран çара малалла кайма çул уçса панă. Ентешĕн çак çапăçури паттăрлăхне Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа хакланă.

Çапăçусенче хăюллă, хăйне хĕрхенмен салтакăн Тав хучĕсем йышлă. Вĕсемпе паллашнă май вăл хутшăннă кашни çапăçăва, вăл ăçта пыни паллă.

Çĕнĕ Арланкасси паттăрĕ 1945 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче Эренкке ялĕшĕн пынă çапăçура та хăйне тивĕçлипе кăтартнă. Хальхинче вăл икĕ пÿлемет точкине, 17 фашиста тĕп тунă. Çак çапăçури хастарлăхшăн ăна иккĕмĕш хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденне памалли çинчен 516-мĕш стрелок полкĕн командирĕ Кучера майор ыйтупа тухни паллă. В.Никонова 1945 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнче Берлина çывхарса пынă чухне йывăр амантнă. Çĕнтерÿ кунне вăл госпитальте кĕтсе илнĕ. Гвардин аслă сержанчĕ СССР Верховнăй Совет Президиумĕн 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Вут-çулăм ахрăмĕнче хăюлăх кăтартнă чăваш салтакĕ 1946 çулхи май уйăхĕнче тăван яла таврăннă.

Венок тете /çапла чĕннĕ ăна ялта/ мирлĕ пурнăçра тăван колхозра ырми-канми вăй хунă. Çĕр ĕçне чунтан парăннăскер, кирек мĕнле яваплă ĕç шансан та ăна тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланипе ят-сум çĕнсе илнĕ. Ял-йыш унăн вăрçăри паттăрлăхне пĕлеймест те пулĕ, ытла та сăпайлă та çирĕп кăмăллă пулнă вăл, каппайланман.

Венедикт Васильевичпа Анна Алексеевна пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Ватлăхра вăрçă ветеранĕ Сергей ывăлĕн çемйипе шăкăл-шăкăл калаçса пурăннă. Фронтовик 1999 çулта çĕре кĕнĕ.

– Манăн асаттен шăллĕ те вăрçăра пулнă. 1944 çулта унта хыпарсăр çухалнă. Халĕ унăн вăрçăри çул-йĕрĕпе интересленетĕп, – терĕ Саша мăнаçланса.

Нимĕн те калаймăн, патриотлăх, çĕршыва юратас туйăм пысăк çамрăкăн. Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă тăванăмăрсен ячĕсем пирĕн несĕлĕмĕрсен чĕрисенче те ĕмĕр-ĕмĕр упранччăр.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: В.Никонов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code