Чăваш Ен аграрийĕсем тыр-пул тата пахча çимĕç туса илес ĕçре 81 млн тенкĕлĕх хушма пулăшу илĕç. Бюджета иккĕмĕш хут уçăмлатнă май çак тĕллевпе 81 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.
Тыр-пул туса илессинче тата сутассинче тăкак тỹснĕ хуçалăхсен пĕр пайне саплаштарма тивекен субсиди 72 миллион тенкĕпе танлашать, ăна 149 хуçалăх илĕ. Тата 9 миллион тенкине уçă вырăнта пахча çимĕç туса илекен 6 хуçалăх валли уйăрĕç. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви хушма укçа-тенкĕ илекенсемпе килĕшỹ тăвас йĕркене вĕçленĕ.
Аса илтеретпĕр, кăçалхи июнь уйăхĕнче хуçалăхсене федераци бюджетĕнчен субсиди тỹленĕ те ĕнтĕ. Тыр-пул валли 78,3 миллион тенкĕ уйăрнă, пахча çимĕç валли — 5,2 миллион. Хушма укçа-тенке шута илсе çак икĕ çул-йĕр валли уйăрнă патшалăх пулăшăвĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ кăçал 164 млн ытла тенкĕпе танлашĕ.

