Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Çул çитменнисене — хỹтлĕх

Çул çитменнисене — хỹтлĕх

Ачасем — пирĕн пуласлăх. Вĕсене хỹтĕлесси тата тивĕçлĕ условисенче çитĕнме майсем туса парасси обществăри кашни çыннăн тĕп тĕллевĕ.

Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас тĕллевпе апрель уйăхĕнче тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсене пурнăçра тивĕçлĕ вырăн суйлама пулăшса, тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен (наркоманирен, экстремизмпа терроризм витĕмĕсенчен тата ытти те) асăрхаттарса, прависемпе интересĕсене, ирĕкĕсене хỹтĕлесе «Твой выбор» операци (апрелĕн 14-22-мĕшĕсенче) тата право пĕлĕвĕсен уйăхлăхĕ иртеççĕ. Çавна май Елчĕкри полици пайĕн сотрудникĕсем район администрацийĕн çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен комиссин членĕсем тата опека органĕсен специалисчĕсем шкулсенче, тулли мар, йывăртарах пурăнакан çемьесенче пулса ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçусем йĕркелеççĕ, ачасен вĕренỹ тата пурнăç условийĕсемпе паллашаççĕ.

Хальхи вăхăтра Раççейре çара каймалли тапхăр пырать. Вăл июль уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлать. Çавна май ку вăхăтра «Призывник» акцин пĕрремĕш тапхăрне йĕркелеме палăртнă. Кунта, паллах, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас, спортпа физкультурăна явăçтарас енĕпе мероприятисем иртеççĕ. Акцин иккĕмĕш тапхăрĕ кĕрхи призыв кампанийĕпе пĕр килет.

Ольга КОРОТИНА,
районти полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code