Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Карусель»

«Карусель»

Карусель Раççейри ярмăрккăсенче ĕлĕк-авалах пулнă-ха. Пирĕн районта вара вăл совет саманинчи иртнĕ ĕмĕрти акатуйсен савăнăçлă палли.

Кушкă тата Елчĕк ялĕсенче иртекен акатуйсенче карусель ватти-вĕттине илĕртнĕ. Таврари ялсенчен пуçтарăннă халăха Тутар Республикинчи Пăва хулинчи тата «Победа» колхозри карусельсем савăнтарнă. Камсем тума пултарнă-ха тата мĕнле ĕçленĕ-ха çак тĕлĕнтермĕш?

1947 çулта тыр-пул ăнса пулнă хыççăн В.В.Зайцев ертсе пыракан Ворошилов ячĕллĕ колхоз «ура çине тăрса», тĕрекленсе аван вăй илнĕ. Кỹршĕ ялсенчи МОПР (Исемпел) тата КИМ (Кушкă) хуçалăхсемпе пĕрлешнĕ хыççăн карусель тума шут тытнă. Ăна мĕнле ăсталамаллине Пăва хулине кайса курса килнĕ. Ун хыççăн Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи пултаруллă платниксем Герман Николаевич Баранов, Иван Георгиевич Емельянов, Антон Петрович Иванов, Андрей Ильич Плотников тата Николай Ефремович Столяров çак каруселе ăсталанă. Унăн ытларах пайĕ, çаврăнакан пысăк валĕ, ун çине вырнаçтарнă каштасем те йывăçран пулнă. Йывăçранах тихасем тата ларкăчсем касса кăларса илемлетнĕ, тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа сăрланă. Вĕсене каштасенчен тимĕрпе сыпăнтарса çакса янă. Тăррине тата айккине чечеклĕ, куçа илĕртекен пусмасемпе илемлетнĕ. Çак тĕлĕнтермĕше çавăрттарма пултаракан вăй ача-пăча пулнă. Каруселĕн çỹлти пайĕнчи хăмаран çапса тунă вырăнта ача-пăча каштасене тĕртсе çаврăннă майăн пысăк вал та çаврăннă. Çапла вара валпа, каштасемпе пĕрле тихасемпе тăрантассем те çаврăннă. Ачасем мĕн чухлĕ вăйлăрах та хăвăртрах тĕртме пултарнă, çавăн чухлĕ карусель те хăвăртрах çаврăннă. Çỹлти площадкăра пĕр хушă каруселе çавăрттарнă хыççăн ача-пăчана тихасем çинче тỹлевсĕр ярăнма ирĕк панă.

Акатуй — чăваш халăхĕн авалтанпа пыракан уявĕ. Ку уява ака ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн ирттернĕ. Унта вĕсем тĕрлĕрен ăмăртусем йĕркеленĕ, ĕç паттăрĕсене чысланă, вăйă картине тăрса ташланă, юрланă. Акатуя совет саманинче пĕр вăхăтра ĕçпе юрă тата спорт уявĕ тесе калатчĕç. Ленин орденлă «Победа» колхозра та çак уява çурхи ака ĕçĕсем вĕçленсен кашни çулах июнь пуçламă-шĕнче ирттернĕ. Акатуй умĕн колхоз правленийĕ çирĕплетнĕ ятарлă комисси кашни бригадăри уйсене пăхса тухса тивĕçлĕ хак панă, мала тухакансене палăртнă. Пирĕн тăрăхра çак уяв «ярмăрккă» ятпа халăхăн асĕнче юлнă. Уява кĕçнерникун, Кушкă ялĕнчи пасар кунĕ, ирттернĕ. Пасар Кушкă ялĕнче патша вăхăтĕнчех иртнĕ пулнă-ха. Ăна валли ятарласа лапам уйăрнă. Кунта суту-илỹ ирттерме хăмаран çапса тунă ятарлă ларексем ăсталанă. Вĕсем сахал пулнипе хăш-пĕр сутуçăсем юнкун каçранах килсе вырнаçса вырăн йышăннă. Каруселе те юнкун каçхинех вырнаçтарса майлаштарса хунă. Ярмăрккă кунĕнче ир-ирех ача-пăчана илĕртсе таврана параппанпа хут купăс сасси сарăлнă. Çакăн пек илем кỹртме ятарлă çынсенчен вăйçă тата параппанçă уйăрнă.

Уяв пуçланнă кун, ятарласа уйăрса панă автотранспортпа, «Победа» колхоз пĕрлештерсе тăракан вунă ялтан халăх Кушкă ялĕнчи транспарантсемпе, тĕрлĕ ялавсемпе илемлетнĕ пасар лапамне пуçтарăннă. Палăртнă вăхăт çитсен сцена çине район тата хуçалăх ертỹçисем, сума суса килнĕ хăнасем, ĕçре мала тухнă паттăрсем хăпарнă. Совет Союзĕн гимнĕ янăранă май «Победа» колхозăн чи пултаруллă ĕçченĕсем Акатуй ялавне çĕкленĕ хыççăн ертсе пыракан уяв уçăлнине пĕлтернĕ. Уявра çуракинче мала тухнă бригадăсене, ака агрегачĕсене тата уйрăм трактористсене хаклă парнесем, укçан преми парса чысланă. Колхозăн пĕрлештернĕ хорĕ, бригадăсенчен килнĕ уйрăм юрă-ташă ăстисем сцена çине тухнă, хăйсен пултарулăхĕпе пуçтарăннă халăха савăнтарнă. Вĕсен хаваслă юррисене куракансем яланхиллех хапăл туса йышăннă. Спорта юратакансем валли вара тĕрлĕ ăмăртусемпе вăйăсем йĕркеленĕ, çĕнтерỹçĕсене палăртнă. Халăх уйрăмах юланутпа ăмăртнине кăмăлланă. Акатуйри ăмăртусенчен чи палли, паллах, кĕрешỹ, çавăнпа та унта çын яланах йышлă пулнă. Кĕрешỹ паттăрне така парса чысланă. Çак пысăк уяв каç сăнĕ çапичченех тăсăлнă. Уява çулран-çул чаплăран та чаплă ирттерме тăрăшнă.

Владимир ПЛОТНИКОВ.
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code