Среда, 17 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Çурма финалта

Çурма финалта

«Вĕренỹ» наци проекчĕн «Кашнине социаллă лифтсем» проектпа килĕшỹллĕн РФ Вĕренỹ министерстви Пĕтĕм Раççейри «Раççей — мехел çĕршывĕ» президент платформин «Вĕренỹ флагманĕ. Муниципалитет» професси конкурсне йĕркеленĕ. Унта Елчĕк районĕнчи вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн команди те хутшăннă.

«5 баллов» команда йышĕнче — райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова, информаципе методика центрĕн директорĕ Елена Никифорова, çамрăксен политикин ертсе пыракан специалисчĕ Марина Вастулова, Курнавăш шкул директорĕ Анфиса Ефимова, директорăн вĕренỹпе воспитани ĕçĕн çумĕ Евгения Корнилова.

Елчĕксем пĕрремĕш тапхăрти тестсене ăнăçлă пурнăçласа çурма финала çитнĕ. Халĕ вĕсем Раççейри 120 команда йышĕнче. «Нас в команде ровно пять, мы все делаем на «5» девизпа малалла талпăнакансене ăнăçу сунатпăр.

Каласа хăвармалла: пирĕн республикăран икĕ муниципалитет команди çурма финалта тупăшаççĕ. Тепри — Вăрмарти вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн «Урмарский» команда.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code