Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Уяв кăмăл-туйăма çĕклерĕ

Уяв кăмăл-туйăма çĕклерĕ

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшỹллĕн 2024 çула «Çемье çулталăкĕ» тесе йышăннă. Апла пулсан çулталăк тăршшĕпех пултаруллă та ĕçчен, нумай çул килĕшỹре пурăнакан тата тĕрлĕ категориллĕ çемьесене чысласа мероприятисем йĕркелĕç, массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатĕç.

Çемье çулталăкне халалласа Елчĕкри культура керменĕнче питĕ чаплă уяв иртрĕ. Унта 65, 60, 50 çул пĕрле алла-аллăн тытăнса килĕштерсе пурăнакан, ачисене тĕрĕс воспитани парса ỹстернĕ мăшăрсене, педагогсен династийĕн представителĕсене йыхравланă.

Эпир те, мăшăрпа иксĕмĕр, çак уява хутшăнма тивĕçлĕ пултăмăр. Сăмах май каласан, шăпах кăçалхи нарăс уйăхĕнче эпир Николай Петровичпа иксĕмĕр çемье çавăрни 65 çул çитрĕ. «Тимĕр» юбилея округ шайĕнче паллă тума тỹр килни пирĕншĕн, чăннипех, калама çук пысăк чыс пулчĕ.

Мероприятие пире Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн начальникĕ Лариса Ильина çăмăл автомашинăпа илсе çитерчĕ. Уяв тумĕ тăхăннă шкул ачисем алăкран кĕнĕ çĕртех савăк юрăпа кĕтсе илчĕç. Коридорта та, фойере те тĕрлĕ сăн ỹкерчĕксем вырнаçтарнă, унта та кунта мастер-классем пыраççĕ. Манăн мăшăр ун пеккине питех курман та, шалтах тĕлĕнсе кайрĕ. Çемье çулталăкне халалласа йĕркеленĕ стенд умĕнче пире ятарласа сăн ỹкерттерни те асра юлмалла пулчĕ. Залра та чи малти ретри тенкелсем çине вырнаçтарса лартрĕç.

Пирĕнпе пĕрле, палăртма кăмăллă, Кивĕ Эйпеçĕнчи Владимир Ивановичпа Зинаида Трифоновна Кожевниковсене, Аслă Елчĕкри Николай Петровичпа Александра Ивановна Молоствовсене те хисеплесе чĕннĕ. Пĕрисем «кевер чул», теприсем «ылтăн» туйсене ирттерме палăртаççĕ.

Елчĕкри муниципалитет округĕнче «Çемье çулталăкĕ» уçăлни çинчен пĕлтерсен администраци пуçлăхĕ Леонард Левый сăмах илчĕ, çемьен обществăри пĕлтерĕшĕ пирки уçса пачĕ. Унтан виçĕ çемьене те сцена çине хăпарма ыйтрĕç. Çак самант та пирĕншĕн питĕ хумхануллă пулчĕ, паллах. Леонард Васильевич юбиляр-çемьесен çакăн чухлĕ утса тухнă кун-çул утти çăмăлах пулманнине, апла пулин те йывăрлăхсене çирĕппĕн чăтса ирттернине, ĕçре тата обществăлла ĕçсенче яланах хастар та пултаруллă пулнине тĕслĕх вырăнне хурса палăртрĕ. Парнесем, ятарласа çырса хатĕрленĕ хĕрлĕ кĕнекесем парса чысларĕ. Нумай кирлĕ-и пире, ватăсене? Кирек мĕнле тимлĕх те чун-чĕрене савăнăç кỹрет. Çакăн пек хисепе çав çула çитсен те курмалла пултăмăр-çке. Малалла та хавхаланса пурăнасчĕ, сывлăх кăна пултăрччĕ.

Уявра Курнавăшри Смирновсен çемье династине палăртни те вырăнлă пулчĕ. Пĕтĕмĕшле педагогика стажĕ 211 çул вĕсен. Династи пуçлăхĕпе, Петр Михайловичпа, пĕр çулхисем эпир. Лайăх çынччĕ, пултаруллă ертỹçĕччĕ. 20 çул ытла шкул директорĕнче ĕçлесе нумай çĕнĕлĕх кĕртсе хăварнă вăл. Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕн ĕçне паян ачисем, мăнукĕсем малалла тăсаççĕ.

Вера Катюкова (Аслă Елчĕк) нумай çул хушши вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн директорĕнче ĕçленĕ. Ăна вĕренỹ ĕçне аталантарас, çамрăк педагогсемпе ĕçлес тата вĕсен активлăхне ỹстерес тĕлĕшпе тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Елчĕк муниципалитет округĕн вĕренỹ тытăмĕн хисеплĕ наставникĕ» кăкăр çине çакмалли паллăпа чысларĕç.

Чаплă хатĕрленĕ уявра шкул ачисем йышлă пулни те савăнтарчĕ. Вĕсенчен чи пултаруллисене округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Свидетельствисене пачĕ.

Уяв юрă-ташăпа пушшех илемпе тулчĕ.

Ольга МИРОНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Таяпа Энтри ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code