Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлехи информаци кунĕ

Пĕрлехи информаци кунĕ

Февралĕн 21-мĕшĕнче (юнкун) республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Çав кун, 11 сехетре, Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн пĕчĕк залĕнче округ пуçлăхĕ Леонард Васильевич Левый граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнать. Маларах 2-53-81 номерлĕ телефонпа çыхăнма пулать.

Информаци кунĕнчи ыйтусем:

  1. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне 2024 çулта янă Çырăвĕ.
  2. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ: сасăлав формисем.
  3. Ялсенче пуçару проекчĕсене пурнăçа кĕртесси.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code