Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Суйлав ыйтăвĕпе

Суйлав ыйтăвĕпе

Елчĕк муниципалитет округĕн обществăлла Канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Малтанах унăн председателĕ Зинаида Яковлева пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе кĕскен паллаштарнă, унпа килĕшỹллĕн вырăнта пурнăçламалли ыйтусене сỹтсе явнă.

Канашăн ĕçлĕ тĕл пулăвне хутшăннă округ пуçлăхĕ Леонард Левый мартăн 15, 16, 17-мĕшĕсенче иртекен Раççей Президенчĕн суйлавĕ пирки чарăнса тăнă. Хальхи вăхăтра округри 32 суйлав участокĕнче те хатĕрленỹ ĕçĕсем пыраççĕ, кашнинчех вĕсенче видеокамерăсем те вырнаçтарĕç.

— Суйлав — пысăк политикăлла событи, — палăртнă Леонард Васильевич. — Пирĕн округ кирек хăш суйлава хутшăнассипе те, тивĕçлĕ кандидатшăн сасăлассипе те республикăра малтисен йышĕнче пулнă. Хальхинче те çаплах пуласса шанас килет.

Кăçалхи суйлав уйрăмлăхĕсем пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырса кăтартнăччĕ. Унăн ĕçне, сăнавçăсем пулса, округри обществăлла Канашĕн членĕсем те хутшăнĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code