Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Килĕшỹре пурăнсан

Килĕшỹре пурăнсан

Пĕр-пĕр яла командировкăна кайсан хамăн ума лартнă тĕллеве пурнăçланипе пĕрлех харсăр та пултаруллă çемьесемпе паллашассинчен нихăçан та пăрăнса иртместĕп. Вĕсемпе тĕл пулса калаçсан чун-чĕре епле хăпартланса кайнине, вĕсен ỹсĕмĕсемпе, ĕç-хĕлĕпе, мăшăрсем пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланнине курса хавхалансан кăмăл çĕкленет, пурнăç илемĕн вĕçĕ-хĕрри çуккине туятăн. Епле маттурсем пурăнаççĕ-ха пирĕн тăрăхра! Анатри Тимеше кайсан паллашма тиврĕ те тепĕр ỹркенмен çемьепе — Петровсемпе.

Хĕвеле хирĕç ларакан пысăк, хăйне евĕрлĕ илемлĕ тăрăллă çурт умне чарăнсанах курăнчĕ кунта тăрăшуллă çынсем пурăнни. Хапха умне те, картишне те тăршшĕпех ковролин сарнăран çемçен кăна утса малалла иртетпĕр. Халĕ ытларах тĕрлĕ тĕслĕ брусчатка сарнине хăнăхнăран симĕс тĕслĕ кавир сарнăнах туйăнчĕ. Урамри пахчара та, картишĕнче те савăт çинче мĕн тĕрлĕ кăна чечек ỹстермеççĕ! Пĕр-пĕр оранжерея тейĕн. Пỹрте кĕрекен алăк тăрринчен инçех мар чĕкеç йăвине асăрхатăн. Чĕвĕл-чĕвĕл чĕвĕлтетекен чĕпписен сассисем те илтĕнетчĕç-ха.

— Кăçал 5 чĕпĕ кăларчĕç. Чылайранпа пурăнаççĕ ĕнтĕ кунта, — сăмах хушрĕ кил хуçи Геннадий Михайлович.

Çавăн пекех вăл чĕкеçсем миçе кун пусма ларнине, чĕпĕсем миçе кунта вĕçнине каласа пачĕ. Тỹрех курăнать, арçын çут çанталăк илемне чун-чĕрипе туять, хаклама пĕлет. Чĕкеçсем ырă мар çынсем патĕнче йăва çавăрманнине илтнĕрен чăннипех çемьере килĕшỹпе татулăх хуçаланнине хитре кайăксем тепĕр хут çирĕплетеççĕ мар-и?

Елена Васильевнăпа Геннадий Петрович хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура. Пенсие тухиччен иккĕшĕ те тăван колхозра вăй хунă. Тип Тимеш хĕрĕ 7 класс пĕтерсенех фермăна ĕçе кĕнĕ. Анатри Тимеш каччипе çемье çавăрсан та пĕр хăнăхнă ĕçе пăрахман.

— Питĕ малалла вĕренес килетчĕ те, май килмерĕ, — тет Елена Васильевна çăмăл мар ачалăха аса илнĕ май.

Вăр-вар хĕр малтанах дояркăра чылай çул ĕçленĕ. Каярахпа стройкăра та пилĕкне авнă. Унăн аллинче кирек мĕнле ĕç те вĕресе тăнă.

Геннадий Михайлович чылай çул шоферта тăрăшнă. Унтан уй-хир бригадирĕнче, склад заведующийĕнче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕ. Çамрăк чухне те, иртнĕ çулсенче те картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă. Лаша та усранă. Канăç мĕнне пĕлмен.

Иртнĕ çул Петровсен çемйине кăшăлвирусĕ çулăхнă та аран-аран çав чиртен хăтăлнă. Кил хуçи хĕрарăмĕ чылай вăхăт ура çине тăрайман. Çулсем иртнĕ май вăй-хал та чакса пынăран ашшĕпе амăшне ачисем ватлăхра канлĕхпе лăпкăлăх кирлине аса илтерсех тăнă-ха, çапах та ĕçсĕр ларма хăнăхманскерсем выльăх-чĕрлĕхрен часах уйрăлайман. Чир çаклансан вара ирĕксĕрех ачисен сĕнĕвне шута илме тивнĕ. Çавăнпа та Петровсем кăçал хăйсене канлĕ пурăннăн туяççĕ. Çапах пĕрре те алă усса лармаççĕ. Пахча çимĕç ăнса пулнă, улма-çырла витри-витрипе туса илнĕ. Вĕсене вара хатĕрлемелле, пĕçермелле, кирлĕ пек вырнаçтарас тесен пĕр канăç та çук. Иккĕшĕ кăштăртатса, кашни ĕçе пĕрле пурнăçлаççĕ вĕсем. Кану кунĕсенче е кĕрхи ĕçсенче пулăшма ачисем хуларан вĕçтерсе килеççĕ. Йышлăн вĕсем Петровсен — улттăн. Ĕçчен мăшăр кашнине пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса, пĕлсе ỹснĕрен кашнийĕшĕ ылтăн алăллă. Уйрăмах стройка ĕçĕнче маттур. Ахальтен мар ăстасем тăван килне те çĕнетсех тăраççĕ. Вĕсем ỹркенменренех, çаврăнăçуллă пулнăранах урамранах типтерлĕхпе хăтлăх хуçаланать.

Лия, Галя, Коля, Алексей, Володя, Саша ашшĕ-амăшĕ пекех, харсăр, тирпейлĕ, йĕркеллĕ. Пурте Шупашкарта хунав янă. Сакăр мăнукĕ вара çичĕ теçетке урлă каçнă ватăсемшĕн чун киленĕçĕ, çутă малашлăхĕ.

Петровсем çур ĕмĕр ытла килĕшỹре, татулăхра пурăнаççĕ. Пуян чун-чĕре çывăхлатнă вĕсене, ылтăн алăсем çыхăнтарнă шăписене. Çавăнпах хăйсене телейлĕ тесе шутлаççĕ. Малашлăхĕ чăннипех те çутă пултăр илемлĕ те тараватлă мăшăрăн.

В.ВАНЮШКИНА.

Сăн ỹкерчĕкре: Петровсен кăçал çырла ăнса пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code