Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Раççей ялĕ» — çирĕп тĕрев

«Раççей ялĕ» — çирĕп тĕрев

«Единая Россия» парти пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрекен «Раççей ялĕ» проект ял территорийĕсене комплекслă аталантарма май панипе пĕрлех агропромышленность комплексĕнчи тĕрлĕ формăллă хуçалăхсене çирĕплетме, ял хуçалăхне аталантарма, социаллă пурнăçпа культура, экономика сферисене тĕревлеме, пуçаруллă проекта аталантарма, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, çул-йĕр тума тата ытти майсем парать.

2021 çулта Чăваш Енри ялсене аталантарма мĕнпур программа шайĕнче 5 миллиард тенкĕ уйăрнă. Укçа-тенке муниципалитетсен социаллă, коммуналлă тата инженери, транспорт инфратытăмĕн объекчĕсене çĕнĕрен тума тата юсама янă. Çак çулах республикăра «Чăваш Республикин ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» патшалăх программи шайĕнче ял тăрăхĕнчи 174 çухрăм автомобиль çулĕсене юсанă, 916 пуçаруллă проекта, ял территорийĕсене тирпей-илем кĕртмелли 16 проекта, компактлă çурт-йĕр лартмалли 1 проекта, ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли 7 проекта пурнăçланă.

Маларах асăннă ĕçсем кăçал та ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Ял халăхĕн пурнăç шайне тата пахалăхне ỹстерме майсем туса парас ĕçре проект йышĕнчи «Социаллă контракт» программăна палăртмалла. Вăл сахал тупăшлисене е ĕçе вырнаçайман пирки шалу илейменнисене тĕревлет. 2020 çултанпа ĕçлет ку программа. Чи малтанах унпа ĕçе вырнаçнă чух усă курма пулать — контракт çырнă тата ĕçе вырнаçнă хыççăн гражданинăн 3 уйăх таран 11724 тенкĕ илсе тăма май пур. Çавăн пекех хăйне кирлĕ профессие вĕренме, уйрăм предприниматель ĕçне, хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелеме май пур. Харпăр ĕçне пуçаракан çынна пĕр хутчен 250 пин тенкĕ, харпăр ĕçне йĕркелесе ярса ял хуçалăх тытăмне кĕрекен таварсемпе продукцисене туянма пĕр хутчен 100 пин тенкĕ парса пулăшаççĕ.

2022 çулта Елчĕк районне 76 социаллă контракт çирĕплетме 8435,8 пин тенкĕ уйăрнă.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code