Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр ĕçченĕн аллинче ĕç вĕрет

Çĕр ĕçченĕн аллинче ĕç вĕрет

Округра пуринчен малтан вырмана тухнă «Яманчурино» ОООри çĕр ĕçченĕсен алли çăмăл пулчĕ. Çанталăкĕ те уяр, тỹлек — ĕç çи кунран-кун вăй илсе пырать. Ĕнерхи кун тĕлне илсен кĕр тыррисене 235 гектар çинче вырса паккуссене кушăхтарма хывнă. Çав шутран «Яманчурино» ОООра — 120 гектар, «Прогресс» АХОра — 95, «Авангард» ОООра — 20 гектар.

Аслă Елчĕкри Эдуард Волков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ир ĕлкĕрекен çĕр улми кăлараççĕ. Унăн лаптăкĕ 10 гектар йышăнать.

Округри ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕр вăхăтрах кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлеççĕ. Хальлĕхе ăна «Прогресс» АХОра — 300, «Рассвет» ЯХПКра — 180, «АСК-Яльчики» ОООра — 150, «Комбайн» ЯХПКра — 110, «Эмметево» ОООра — 100, «Энтепе» ОООра — 100, «Яманчурино» ОООра 50 гектар хатĕрленĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче фермăсенчи ĕне выльăха хĕл кунĕсенче тăрантарма пурĕ 4668 тонна (93 процент) утă, 40024 тонна (105 процент) сенаж хатĕрленĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: «Прогресс» хуçалăхра та кĕр тыррине вырма пуçăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code