Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Автомат хуçи

Автомат хуçи

М.Калашников туса хатĕрленĕ АК-47 автомат тĕнчипе палăрнă. Тĕнчере унăн 100 миллиона яхăн тĕслĕхне туса кăларнă, унпа çĕр ытла çĕршывра усă кураççĕ.

– Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пулман пулсан эпĕ ял хуçалăх техники е автомобиль шухăшласа кăларнă пулăттăм, – пĕлтернĕ каярах Михаил Тимофеевич.

Рекордсен Гиннес кĕнекинче АК-47 пирки чи анлă сарăлнă хĕç-пăшал тесе палăртнă.

Михаил 1919 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче Алтай тăрăхĕнче Курья ялĕнче çуралнă. 19 ачаллă çемьере 8 ачана анчах тĕрĕс-тĕкел ÿссе çитĕнме пÿрнĕ шăпа. Михаил 17-мĕш ача пулнă. 1930 çулта вĕсен ашшĕне кулак тесе айăпласа Томск облаçĕнчи Нижняя Моховая поселокне янă.

Миша ачаранах тĕрлĕ техникăпа интересленнĕ, вĕсен тытăмне тĕпченĕ. Шкулта физика, геометри, литература предмечĕсене кăмăлланă. Çамрăклах браунинг пистолета сÿтсе пуçтарнă.

1938 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă йĕкĕт. Киеври Уйрăм çар округĕнчи кĕçĕн командирсен курсĕ витĕр тухсан танк водитель-механикĕн специальноçне алла илнĕ: Старый хулинче /Украина/ 12-мĕш танк дивизийĕнче службăра тăнă. Вăрçа 1941 çулта августра кĕнĕ, октябрь уйăхĕнче Брянск патĕнчи хĕрÿ çапăçусенче йывăр аманнă. Госпитальте сипленнĕ вăхăтра маларах пуçне кĕртнĕ шухăшпа – пăшал-автомат тăвас ĕмĕтпе çунатланнă, чертежсем тума пуçăннă, ку енĕпе тĕрлĕ литература шĕкĕлченĕ.

1943 çулта çĕршыври Техника канашĕ вермахтăн 7,92х33 миллиметрлă патронĕпе килĕшÿллĕн тунă MKb.42 /H/ автоматне тĕпченĕ. М1 карабин ăнăçлă пулнине палăртнă май совет конструкторĕсен умĕнче тĕллев тăнă – ăна çывăх автомат тумалла. Универсаллă патронсем хатĕрлес енĕпе тăрмашнă май специалистсем Н.М.Елизаров тата Б.В.Семин конструкторсем ăсталанă 7,62х39 калибр çинче чарăннă. Çак патронпа килĕшÿллĕн А.Судаев конструктор АС-44 автомат туса хатĕрленĕ. Ăна тĕпчев витĕр кăларнă хыççăн çар çыннисем автомат виçине чакарма сĕннĕ.

Михаил Калашников 1942 çултан Наукăпа тĕпчевĕн тĕп полигонĕнче тăрăшнă, çакăнта вăл 1944 çулта хăй тĕллĕн заряд илекен карабин тĕслĕхне ăсталанă.

1946 çулта автоматсене тĕпчес тĕллевпе каллех конкурс йĕркеленĕ, унта Калашниковăн автоматне те кăтартнă. Конкурс хыççăн ку автомата та ĕçлесе çитерме сĕнÿ пулнă. 1947 çулта иртнĕ черетлĕ конкурса Калашников каллех хăйĕн автоматне тăратнă, хальхинче специалистсем вăл чи ăнăçли пулнине палăртнă, автора Ижевск хулинчи мотозавода ĕçлеме янă. 1949 çулта автомата тĕпрен хатĕрлесе çитерсен çакăн йышши 1500 автомат туса кăларнă. Çак çулах унăн хуçине Сталинăн пĕрремĕш степеньлĕ премине тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ парса чысланă.

– Салтак салтак валли пăшал ăсталарĕ. Хам та рядовой пулнă, çар чаçĕсенчи специалистсемпе калаçнă май пăшалпа çыхăннă пур йывăрлăха туйма, çитменлĕхсене ăнланма пултарни ĕçре пулăшса пычĕ. Шанчăклă та пахалăхлă, ансат автомат пулса тухрĕ. Вăл пур условинче те ĕçлет, çĕре е шурлăха, çÿллĕ çĕртен хытă вырăна ÿксен те ăнăçлă перет, – пĕлтернĕ вăл кайран.

1958 çулта Социализмлă Ĕç Геройĕ ята, 1971 çулта техника наукисен докторĕн ученăй степеньне парса хисепленĕ, ытти награда та чылай. 1994 çулта генерал-майор звани панă. Ижевскри машина тăвакан заводра конструктор, тĕп конструктор, хĕç-пăшал бюровĕн начальникĕ пулса ĕçленĕ вăл.

2013 çулта пурнăçран уйрăлнă М.Калашников.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code