Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш чун-чĕреллĕ Шăмалак халăхĕ

Чăваш чун-чĕреллĕ Шăмалак халăхĕ

Шăмалакра та çырав ăнăçлă иртрĕ. Çынсем кăмăллă пулчĕç. Кунашкал мероприятие пуçласа хутшăнмаççĕ те – ăна мĕншĕн ирттернине кашнийĕшĕ лайăх пĕлет.

Маншăн çыруçă ĕçĕ хăнăхнă ĕç. Тăваттăмĕш хут çырав ирттерме хутшăнтăм, çавна май йывăрлăх курмарăм. Кирек епле ĕç ăнăçăвĕ те ытларах чухне хамăртан, çын патне ырă кăмăлпа тухнинчен, унпа шанса калаçнинчен, ĕçе алла илнинчен килет.

Ял çыннисем ыйтусене ытларах çыруçăпа пĕрле хуравларĕç. Чылай çемье пуçĕ урăх хулана ĕçлеме çÿрет. Ыйтусене вĕсемшĕн мăшăрĕсем хуравлани те тĕл пулчĕ. Хăш-пĕр арçынсем хăйсем те Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă çырава хутшăннăран иккĕлле пулса тухнă ÿкерчĕксемпе те тĕл пулма тиврĕ.

Пирĕн район чăвашлăха çирĕп упранипе палăрса тăрать. Çакна çырав та çирĕплетрĕ. Шăмалаксем пурте хăйсене «чăваш» тесе хуравларĕç. Ялта Беларуçран качча килнĕ Светлана Тарасова пур. Вăл та: «Эпĕ хама чăваш тесе шутлатăп», – тет. Пуринпе те чăвашла калаçать.

Кăçалхи çырав маншăн питĕ хăйне евĕрлĕ пулнипе палăрчĕ. Росстат социаллă сетьсенче «Я – герой переписи» ярăм тытса пычĕ. Эпĕ те çак ярăмра çынсемпе тĕл пулнă вăхăтри интереслĕ самантсем пирки пĕлтерсе пытăм. Хамăр ялти чи аслă çынсенчен пĕри – Раиса Ермакова, йышлă ачаллă çемьесем, нумай çул пурăнакан мăшăрсем çинчен çырса пĕлтертĕм. 19 çулхи çыруçă пирки хыпар та интереслĕ пулса тухрĕ. Ăна çырав вĕçлениччен салтака ăсатрăмăр. Халăх çыравĕнчи «Я – герой переписи» ярăм мана уйрăмах килĕшрĕ.

В.УСАНОВА, çыруçă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code