Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Председательте – 42 çул

Председательте – 42 çул

Шăмалак ялĕнче пурăннă Иван Яковлевич Денисов – республикăри паллă ят. Хăйĕн ĕмĕрĕн 42 çулне колхоз председателĕнче ĕçлесе ирттернĕ вăл. Пурăннă пулсан пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче 95 çул тултармаллаччĕ.

Иван Денисов 1951 çулта Тĕрлемесри колхоз бухгалтерĕсен, 1966 çулта советпа парти шкулĕсенчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи партин Аслă шкулне /куçăмсăр майпа/ пĕтернĕ. 1943-1950 çулсенче Совет çарĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланă. Милитаристла Японие хирĕç вăрçа /1945/ хутшăннă.

1954-1960 çулсенче вăл «2-ая пятилетка», 1960-1990 çулсенче Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлă «Слава» колхозсен, 1994-2001 çулсенче «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ.

И.Денисов тăрăшнипе «Слава» колхозра республикăра пуринчен малтан /1962/ хуçалăх расчечĕпе ĕçлессине йĕркене кĕртнĕ. Çапла майпа колхозра производство тупăшлăхĕшĕн кĕрешесси тĕп вырăн йышăннă. Тăкаксене тупăшсемпе саплаштарасси, подразделенисене тата пĕтĕм хуçалăха рентабельлĕ тăвасси те çĕнĕ меслетĕн тĕп принципĕсенчен пĕри пулса тăнă. Ку ĕнтĕ колхозниксене производство тата хатĕрлев планĕсене ăнăçлăн тултарма, техникăна тулли хăватпа ĕçлеттерме, ĕç тухăçлăхне ÿстерсе пыма, продукцин хăйхаклăхне чакарассишĕн тăрăшма вĕрентнĕ. Хуçалăх расчечĕ колхоза экономика енчен тĕреклетмелли, колхоза план тăрăх, малашлăха витĕр курса тытса пымалли, ĕç çыннин пурнăçне лайăхлатмалли паха меслет пулса тăнă.

И.Денисов – Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ /1977/, РСФСР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ /1986/. Ленин, Октябрь Революцийĕн, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, I степень Отечествăлла вăрçă орденĕсен, нумай медальсен кавалерĕ пулнă. Унăн ятне Елчĕк районĕнчи Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн кĕнекине кĕртнĕ. 2018 çулта вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă.

Иван Яковлевич Денисов 2005 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code