Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малашлăх шкулĕ

Малашлăх шкулĕ

Иртнĕ уйăхран тытăнса çĕршывра «Фермер шкулĕ» вĕрентÿ проекчĕн иккĕмĕш тапхăрĕ хута кайнă. Пилотлă проекта 15 регионта /çак шутра Чăваш Ен те пур/ пурнăçа кĕртеççĕ. Конкурспа тÿлевсĕр вĕрентме 350 çынна суйласа илнĕ.

«Фермер шкулĕ» – Раççей ял хуçалăх банкĕн вĕрентÿ проекчĕ, Ял хуçалăх министерствин, регионсен, аслă шкулсен, пысăк бизнеспа фермерсен АПК валли кадрсене хатĕрлемелли майсене пĕрлештерекен пĕрремĕш площадка шутланать вăл. Проект тĕллевĕ – ял хуçалăхĕнче бизнес йĕркелесе ăна тупăшлă тытса пыма вĕрентесси, пулăшасси. Чăваш Енре «Çĕнĕ технологипе сыр тăвасси», «Çырла туса илесси», «Теплицăри пахча çимĕç» специальноçсене алла илме пулăшаççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çакăн пирки: «Фермерсене вĕрентсе хатĕрлемелли çул-йĕре тухăçлăха тата бизнес пуçламашкăн майсем пуррине кура суйласа илнĕ. Сăмахран, халĕ сыр, чăкăт хатĕрлесе кăларакан нумай. Вĕсем кашниех уйрăм, хăй тĕллĕн ĕçлеççĕ. Çакăн пек вĕрентнипе пĕрлехи технологи хатĕрлеме тата пĕрле вăй хурса пахалăха лайăхлатма, чи кирли, производство калăпăшне пысăклатма пултарăпăр», – тенĕ вăл.

«Фермер шкулĕн» теори пайне Чăваш патшалăх аграри университетĕнче йĕркеленĕ. Вĕрентме вуз преподавателĕсене, АПК эксперчĕсене, Раççей ял хуçалăх банкĕн специалисчĕсене явăçтарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code