Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă ячĕ халăх асĕнче

Ырă ячĕ халăх асĕнче

Вăрçă çулĕсем никамшăн та çăмăл килмен. Кашни çемьене пырса тивнĕ инкек.

Вырăскассинче çуралса ỹснĕ Федор Медведев çар ретне иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче тăнă. Çамрăкранах çỹллĕ те тĕреклĕ пулнипе палăрнă вăл. Шăпа ăна республикăри 200 çамрăкпа пĕрле Белоруссинчи çар округне илсе çитернĕ.

Çирĕп сывлăхлă та тавçăруллă чăваш йĕкĕтне кунта тỹрех асăрханă, полк шкулне вĕренме янă. 6 уйăх çар ĕçне вĕренсе аякка перекен 250 миллиметрлă тупа командирĕ пулма хăнăхнă Елчĕк каччи. Унтан çамрăка артиллери полкĕнче взвод командирĕн пулăшуçи пулма шаннă.

1939 çулта, сентябрĕн 1-мĕшĕнче фашистсем Польша çине тапăнса кĕрсен, çĕршывра кĕске вăхăтрах офицер кадрĕсем хатĕрлес ĕçе пуçланнă. Вĕсен йышне Федор Медведева та илнĕ. Офицерсем хатĕрлекен курсра виçĕ уйăх вĕренсен артиллерин кĕçĕн лейтенантне 1940 çулхи раштав уйăхĕнче запаса яраççĕ.

Вăрçă пуçлансанах Вырăскасси çамрăкне çар ретне илеççĕ. Çурçĕр-хĕвел-анăç фронтĕнче артиллери подразделенийĕн боепитани взвочĕн командирĕ пулма çирĕплетеççĕ, каярах 57 миллиметрлă тупăсен батарейинче огневой взвод командирĕ пулма шанаççĕ.

1943 çулхи авăн уйăхĕнче 525-мĕш стрелковăй полкри артиллери батарейин взвочĕн командирĕ Федор йывăр аманать, «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçет. Сывалсан каллех вăрçă хирне таврăнать. Тăшмана çĕршывран хăваласа Берлина çитет Федор Осипович. Рейхстага илме хутшăнса унăн стенисем çине хăйĕн хушамачĕпе ятне çырса хăварать.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленсен Федор Медведева Совет Çарне юлма ыйтнă. Офицер 1947 çулччен Германире службăра тăнă. Хĕрлĕ Çăлтăр, Отечественнăй вăрçă орденĕсене (II степень), «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн», «Берлина илнĕшĕн» медальсене юнĕпе тата тарĕпе, пысăк паттăрлăхĕпе çĕнсе илнĕ вăл.

Вăрçăран таврăнсан «Путь Ленина» хуçалăха ертсе пырать пултаруллă çамрăк. Çамрăк ăру çитĕнсен ертỹçĕ тилхепине вĕсене сĕнет, хуçалăхри ытти ĕçсенче вăй хурать. Мирлĕ вăхăтра Чăваш АССР Аслă Совечĕн, КПСС Чăваш обкомĕн Хисеп Грамотисене тата ытти наградăна тивĕçет.

Халăх хушшинче ырă та сăпайлă пулнипе палăрса тăнă вăрçă ветеранĕ. Вăл халĕ пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ, анчах та унăн ырă ячĕ халăх асĕнче.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code