Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Хуларисем вăйлăрах

«Улăп» ФОКра В.Г.Албутова асăнса волейбол турнирĕ иртнĕ. Владимир Гурьевич Чăваш Тăрăм ялĕнче çуралса ÿснĕ, волейбол вăййине аталантарас енĕпе чылай вăй хунă, «Елчĕк ентешлĕхĕн» командин ăста волейболисчĕ пулнă.

Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçса район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Елчĕк ентешлĕхĕн представителĕсем Юрий Карповпа Петр Албутов Владимир Албутов çинчен ăшă сăмахсем каланă, волейболистсене ăнăçлă вăйăсемпе çĕнтерÿ суннă.
5 командăран пĕрремĕш вырăна «Пятино» /Шупашкар/ тухнă. «Старое Ахпердино» /Патăрьел районĕ/ иккĕмĕш, «Елчĕк ентешлĕхĕ» – виççĕмĕш.

 

Пĕр тăван Сметанинсен ячĕпе

Лаш Таяпа ялĕнче Владимирпа Петр Сметанинсене халалласа спорт мероприятийĕсем йĕркеленĕ.

Тăхăр çул каялла спорт уявне ялăн хисеплĕ çынни Анатолий Князев пуçарса янă. Кăçалхи мероприятисене уçнă май Анатолий Пантелеймонович тăван ял паллă çынсемпе пуяннине, малашне кунтан тата чылай чемпион тухасса шаннине палăртнă.

Уявра сумлă хăнасем йышлăн тухса калаçнă, çамрăксене сывă пурнăç йĕркипе туслашма, пысăк ÿсĕмсем тума ăнăçу суннă.

Кăçалхи спорт програминче – йĕлтĕрпе ярăнасси, хоккейла вылясси тата кире пуканĕ йăтасси. Унта хамăр районти тата Тутарстан Республикинчи кÿршĕ ялсенчи шкул ачисем тупăшнă.

Йĕлтĕрпе чупса Мария Яковлева, Владимир Падуев, Кирилл Хушкин /Аслă Елчĕк/, Светлана Кузнецова, Дмитрий Рахмуллин, Инна Козлова, Анастасия Павлова, Роман Ильин, Юлия Краснова, Виктория Галкина, Алина Петрова /Елчĕк/ палăрнă.

Хоккейла выляса Лаш Таяпа шкулĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Елчĕксем иккĕмĕш, Патреккелсем виççĕмĕш вырăнсенче. «Чи лайăх вратарь», «Чи лайăх тапăнса вылякан», «Чи лайăх бомбардир», «Чи лайăх техникăшăн» ятсене Станислав Матвеев /Лаш Таяпа/, Александр Вастулов /Елчĕк/, Данил Рахмуллин /Елчĕк/, Станислав Васильев /Лаш Таяпа/ тивĕçнĕ.

Кире пуканĕ йăтассипе Матвей Петров, Павел Филимонов, Алексей Скворцов, Виктория Павлова, Дария Петрова, Александр Максимов, Александр Разумов /Елчĕк/, Ярослав Мартышкин, Егор Смирнов, Василиса Маркова, Злата Федорова, Карина Кубикова, Полина Афанасьева, Анисия Фомина, Руслан Дмитриев, Евгений Мартышкин /Курнавăш/, Данил Марков, Анюта Никитина, Ксения Иванова, Руслан Князев /Лаш Таяпа/, Камилла Скворцова, Елена Плотникова, Вадим Воронцов ?Патреккел/ хăйсен виçисенче палăрнă.

Çамрăксем Лаш Таяпари паллă спортсменсене халалласа йĕркеленĕ выставкăсемпе паллашнă. Спорт тусĕсене ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем савăк юрăсемпе савăнтарнă.

 

Патреккелсем çĕнтернĕ

Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта нумай çул физкультура учителĕнче ĕçленĕ В.Афанасьева асăнса 2003 çулхи тата унтан кĕçĕнрех шкул ачисем хушшинче хоккейла выляссипе тупăшнă.

Турнира Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Патреккел, Лаш Таяпа шкул командисем хутшăннă. Вăйăсем питĕ хĕрÿ иртнĕ. Ăнăçу Патреккелсенче пулнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Лаш Таяпасемпе Çирĕклĕ Шăхальсем пайланă.

Тĕмерти Александр Васильев «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ», Лаш Таяпари Кирилл Александров «Чи лайăх тапăнса вылякан», Патреккелти Станислав Владимиров «Чи лайăх вратарь» ятсене тивĕçнĕ.

Çĕнтернисене кубоксемпе парнесем, командăсене дипломсемпе медальсем, призсем парса чысланă.

Спорт тусĕсене Виталий Зиновьевичăн мăшăрĕ Надежда Алексеевна, шăллĕ, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев саламласа чыслани тата хавхалантарнă.

П.СМИРНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code