Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Меркурий» тĕл «перет»

«Меркурий» тĕл «перет»

Специалистсен тимлĕхне пула «Меркурий» тытăмра фантом-предприятисене тăрă шыв çине кăларма май килни пирки эпир маларах çырнăччĕ. Суя çак тата ытти схемăна асăрхасси малашне ансатрах пулĕ, пĕлтерет Россельхознадзор.

Ветеринари сертификацийĕн çак электрон тытăмне хăй тĕллĕн ĕçлекен аналитика модульпе пуянлатаççĕ. Тĕллев – выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илнĕ, турттарнă тата сутнă чухне улталасран сыхланасси.

Асăннă модуле кăçалах туллин ĕçлеттерсе ярасшăн. Пĕрремĕш тапхăрта производство балансĕн анализĕ хута кайĕ. Предприятие чĕр тавар кĕни тата унтан хатĕр продукци тухни хушшинче шайлашу çуккине склада кĕнĕ тата тухнă продукци балансĕ пĕр килменнине тĕпе хураççĕ. Система хăй транспорт, производство сертификачĕсенчи кăтартусене танлаштарать те шайлашусăрлăха палăртать. Çакна специалистсем тÿрех кураççĕ.

Иккĕмĕш тапхăрта машинăпа тавара куçарни логикăпа килĕшсе тăманнине асăрхама вĕрентесшĕн. Йĕркеллĕ паха продукци «çулĕ» паллă пĕр евĕрлĕ контрафакт пулсан вара çак йĕрке пăсăлать. Çакна асăрханă хыççăн вырăна тухса тĕрĕслевсем йĕркелеççĕ. Специалистсем каланă тăрăх, «Меркурий» тытăмра тупса палăртакан çитменлĕхсем «алă вĕççĕн» ирттерекен тĕрĕслевсенче те çирĕпленеççĕ. Халех калама пулать: ку система тĕл «перет». Малашнехи тĕллев – çак ĕçсене автомат режимне куçарасси.

Аса илтерни вырăнлă: выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ, сĕтсĕр пуçне, туса кăларакан предприятисене «Меркурий» тытăма 2018 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса кĕртме пуçланă. Шăп çулталăкран пĕтĕм выльăх-чĕрлĕх продукцийĕшĕн, хăш-пĕр сĕт, юр-варсăр пуçне, çак йĕрке çирĕпленчĕ. Çăратнă тата çăратман сĕт, хăйма, услам çу тата ытти çу тĕлĕшпе ветеринари сертификачĕсене электронлă майпа хатĕрлеме тытăнаççĕ. Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вара – сĕт, йогурт, кефир тата мороженăй тĕлĕшпе. Çакăнпа сĕт продукцине «Меркурий» тытăма кĕртесси вĕçленчĕ темелле.

Çĕнĕ тытăм – çĕнĕ йĕрке. Ăна пурте тÿрех хăнăхаймаççĕ. Раççейĕпе илес пулсан, 2019 çулта тата кăçалхи 4 уйăхра ветсертификатсем хатĕрленĕ чухне предприятисенчи 5387 уполномоченнăй йăнăш тунă, çав шутра технологсем, ветеринари специалисчĕсем. Çавăн пекех 1985 ветеринари тухтăрĕ йăнăшни çиеле тухнă.

Çав шутра – Чăваш Енри ветеринари тухтăрĕсем те. Кăçалхи 7 уйăхра вара ЧР патшалăх ветслужбин 49 специалисчĕ ветеринари докуменчĕсене электронлă майпа пĕтĕмпе 249 документ хатĕрленĕ чухне йăнăш янă. Организацисенчи уполномоченнăйсен йăнăшĕ те чылай. Асăннă тапхăрта çак ĕçе шаннă 237 çын йăнăшран упранайман.

Пĕрремĕш хут йăнăш тупса палăртсан – асăрхаттараççĕ. 7 уйăхра – 97 асăрхаттару. Икĕ е ытларах йăнăш тусан системăра ĕçлеме вăхăтлăха – 6 уйăх таран чармашкăн пултараççĕ. 58 çын тĕлĕшпе çак мерăпа усă курма тивнĕ, 31 уполномоченнăя административлă майпа явап тыттарнă.

Н.ВАСИЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code