Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Эрех-сăрапа ан туслаш

Эрех-сăрапа ан туслаш

Сăра-эрех организма сиенленине кăтартакан паллă вăл — унпа усă куракан çыннăн ĕмĕрĕ кĕске пулни.

Çакна пĕлмелле: ĕçнĕ эрехĕн 10 проценчĕ кăна организмран улшăнмасăр тухать, ытти пайĕ вара тĕрлĕ клетка ĕçне хутшăнать. Кашни черкке хыççăнах этемĕн чирĕ малалла аталанса пырать. Вĕсенчен 95 проценчĕ чĕре йĕркеллĕ ĕçлеменнине кăтартать, çавăн пекех нерв тытăмĕ хавшать, сывлав çулĕ те пăсăлать. Вар-хырăм, пĕвер, пỹре чирĕсем те хăйсем çинчен «систереççĕ».

Анчах пысăк нуша пуçланни «симĕс çĕленпе» çыхăннине çын ăнланмасть те тепĕр чухне. Унăн танатине çакланакан ураран ỹксе суранланасси, шăнса вилесси, пушарта пурнăçран уйрăласси те пулма пултарать. Сахал-им ун пек тĕслĕхсем? Çавăнпа асăрхаттарсах каласшăн: хăвăн кун-çулна хăвах йĕркелетĕн, вăл ăнăçлă ирттĕр тесен сывă пурнăç йĕркине пăхăн.

Рената ШАКОВА,
психиатр-
нарколог тухтăр .

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code