Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Округăн 2026 çулхи январь-февраль уйăхĕсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тата бюджетне пурнăçланин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн пуçлăхĕ Алена Быкова тата финанс пайĕн пуçлăхĕ Ирина Теллина паллаштарчĕç. Кăçалхи икĕ уйăхра пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем туса кăларнă таварсен, пурнăçланă ĕçсен, пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕ 605 млн тенкĕпе танлашнă (пĕлтĕрхи 2 уйăхпа танлаштарсан — 105 процент). Ял хуçалăхĕнче 4473,5 тонна сĕт, 305 тонна аш-какай, 1039 штук çăмарта туса илнĕ. Кăçал ял хуçалăхĕнче 166,5 млн тенкĕлĕх 9, промышленность тытăмĕнче 32 млн тенкĕлĕх 2 инвестици проектне пурнăçа кĕртме палăртнă. Унсăр пуçне округра хальхи вăхăтра 1 лавккана хута ярас ĕç пырать (3 млн тенкĕлĕх). 2026 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче округ бюджечĕн тупăш пайĕ 80921 пин тенкĕлĕх пурнăçланнă (çулталăкри кăтартусен 10,7 проценчĕ), тăкаксен пайĕ — 84149 пин тенкĕ (11,2 процент), дефицит 3228 пин тенкĕпе танлашнă.
Мартăн 27-мĕшĕнчен округри ял хуçалăх организацийĕсем уй-хир ĕçĕсене мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслекен ятарлă комисси тĕрлĕ хуçалăха çитсе тĕрĕслевсем ирттерме пуçлать. Чи малтан вăл Курнавăш тата Тăрăм территори пайĕсенче пулĕ.
Канашлу вăхăтĕнче çавăн пекех çурхи ейỹ вăхăтĕнче ялсенче шыв-шура хирĕçле мероприятисем ирттерес ыйтăва пăхса тухрĕç. Округ пуçлăхĕ шыв-шур тапхăрĕнче сыхă пулма чĕнсе каларĕ.
Е.ПЕТРОВА.

