Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чупу сукмакĕ çине тухар…

Чупу сукмакĕ çине тухар…

Хальхи саманара «Хĕвел, сывлăш тата шыв – пирĕн çывăх туссем» каларăш анлă сарăлнă. Вĕсен çумĕнче «физкультурăпа спорт» сăмахсем те килĕшÿллĕ. Тĕрĕссипе, палăртнă ăнлавсем пурте пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă.

Сывă пурнăç йĕркине парăннă кашни çын кунсерен çут çанталăк ырлăхĕпе усă курса вăй-халне çирĕплетет. Ачалăхпа çамрăклăх тапхăрĕсенче çитĕнÿсем тăвассине мала хурать пулсан, аслă ăрурисен шутне кĕрсен кăтартусемшĕн талпăнмасть – ÿт-пĕве кантармалăх, кăмăл-туйăма çĕклемелĕх хусканусемпе çырлахать.

Апла пулин те, сывă пурнăç йĕркине модăна кĕртнисем хăйсене «Ĕçе тата оборонăна хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлассинче тĕрĕслеме пултараççĕ. Меллĕ те: кашни ÿсĕмре хăйĕн нормисем. Çавна май ГТОпа туслисен йышĕнче 80-90 çултан каçнисем те пур. «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕн инструктор-методисчĕ, вăлах районти ГТО нормисен тесчĕн центрĕн судйи Петр Смирнов палăртнă тăрăх, çак юхăма ĕç коллективĕсем пысăк ушкăнпа хутшăнни кăмăллă. Район ГТО нормативĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе юлашки икĕ çул хушшинче республикăра 1-мĕш вырăн йышăннă. Пĕлтĕр пĕтĕмпе 1028 çын çак «ала» витĕр тухнă, вĕсенчен 297-шĕ ылтăн значоксене тивĕçнĕ. Кăçал, паллă ĕнтĕ, хальлĕхе ку тĕлĕшпе мероприятисем йĕркелеме тăхтама тивет.

Юлашки çулсенче районта физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕç туса ирттернĕ, ирттереççĕ те: стандартлă хоккей коробкисем, тĕрлĕ тренажерпа пуян спорт площадкисем, Елчĕкри культурăпа кану паркĕнчи ГТО лапамĕ, чупу çулĕсем…

Пулас чемпионсем шăпах çакнашкал кăткăс мар спорт сооруженийĕсенче аталанса тухаççĕ те. Иртнĕ çул 9 спорт мастерĕн кандидачĕ, 1-мĕш разрядлă 15, массăллă разрядлă 1794 спортсмен хатĕрленĕ. Ăнăçу кире пуканĕ, хоккей /шкул ачисем/, йывăр атлетика, армрестлинг спорт федерацийĕсем тăрăшса ĕçленĕрен ытларах пулнă. Çамрăк хоккеистсем Раççей тÿпинче çĕнтерниех мĕне тăрать!

Тĕнче, Европа, çĕршыв шайĕнче малтисен йышне кĕнĕ атлетсене епле палăртмăн. Геннадий Дмитриев /грепплинг/, Анастасия Лапшина /ирĕклĕ кĕрешÿ/, Дмитрий Курчин, Анатолий Узюкин, Василий Кириллов, Андрей Кузнецов /кире пуканĕ/, Полина Андреева, Илья Ишмуратов /йывăр атлетика/, Анна Гаврилова, Татьяна Воронова, Ольга Лапшина /армрестлинг/ район тата республика чысне çÿле çĕклеççĕ.

Паян физкультурăпа спортăн массăлăхĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кашниех, пĕр-пĕрне курса, хавхаланса çав çул çине тăтăр. Юлашки çулсенче Скандинави мелĕпе е ятарласа утакансен, велосипедпа ярăнакансен йышĕ ÿсни курăнать. Чи палăрăмлă мероприятисем – районти арçынсен, хĕрарăмсен, хĕрÿ точкăсенче пулнă ветерансен, Германире службăра тăнисен Спартакиадисем тахçанах спорт календарьне çырăннă ĕнтĕ. Сăмах май, 2019 çулта иртнĕ арçынсен спорт фестивалĕ республикăра «Чи кăтартуллă та массăллă спорт мероприятийĕ» номинацире çĕнтернĕ. Çакă ял тăрăхĕсенче, уйрăм ĕç коллективĕсенче сывă пурнăç йĕркине аталантарасси çине мĕнле пăхнинчен те килет. Ку енĕпе Аслă Елчĕксемпе Лаш Таяпасем пуçаруллă, вĕсенче çулсерен 15-20 ăмăрту иртет. Çав вăхăтрах 1-2 мероприятипе кăна çырлахакансем те пур-çке.

Пĕлтĕртен ял тăрăхĕсен Спартакиадине те ирттерме пуçларĕç. Малтанхи çĕнтерÿçĕ – Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ, Елчĕксемпе Курнавăшсем призлă вырăнсенче. Çакна та палăртни вырăнлă: Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхне кĕрекен «Труд» хуçалăх /ертÿçи Валерий Германов/ команди ĕç коллективĕсен республикăри фестивалĕнче ăнăçлă тупăшнă, волейболла выляса, канат туртса, алă вăйĕ виçсе, кире пуканĕ йăтса пĕрремĕш вырăна тухнă.

Статистикăна пăхсан, районта спортпа туслисен шучĕ 6892. Эсĕ çав шутра пур-и; Эппин сывлăх пĕлтерĕшне мала хурса чупу сукмакĕ çине тухар…

Н.ФЕДОРОВ.

2019 çулхи сăн ÿкерчĕкре – район команди

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code