Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Йывăр атлетика

Белоруссири Могилев хулинче Пĕтĕм халăхсем хушшинчи ăмăрту иртнĕ.

Унта Кавал хĕрĕ, Раççей спорт мастерĕ Полина Андреева каллех палăрнă. 49 килограмлă виçе категорийĕнче вăл икĕ енлĕ кĕрешỹре 165 кг йăтса ылтăн медале тивĕçнĕ.

ГТО

Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул çумĕнчи «Илемпи» ача садне çỹрекен 10 шăпăрлан тест витĕр тухнă.

Округри ГТО нормисен тесчĕн центр судйи Петр Смирнов ачасем питĕ хастар пулнине, пурте лайăх кăтартушăн ăнтăлнине палăртнă.

Ачасем пĕр кун хушшинчех сакăр дисциплинăра тĕрĕсленĕ хăйсене.

Ирĕклĕ майпа

кĕрешекенсен Оренбургри «Уçă кавир» турнирăн 2-мĕш тапхăрĕнче Раççейри тĕрлĕ регионсен, Казахстан, Кăркăсстан çĕршывĕсен 280 ытла атлечĕ вăй виçнĕ.

Пĕлтерĕшлĕ турнирта Сергей Александров тренерăн вĕренекенĕ Михаил Миллин малтанхи пекех 1-мĕш вырăн йышăннă. Халĕ унăн 30 очко. Тепĕр икĕ тĕл пулу хыççăн кашни виçе категорийĕнчех «Уçă кавир» пиçиххи хуçисем паллă пулĕç. Мишăн шанчăк пысăк.

Ăмăртура Арсений Адюков 5-мĕш вырăна тухни те аван кăтарту ку шайра.

Футбол

«Çĕнтерỹ» Кубокĕшĕн округри территори пайĕсен 8 команди тупăшнă. Унта Аслă Пăла Тимеш ял администрацийĕ кăна команда тăратма кăмăл туман.

Чылай çул финал Елчĕк тата Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕсен командисем хушшинче иртет. Кăçал та çаплах. 90 минутлă çивĕч кĕрешỹ çĕнтерỹçе палăртайман — 0:0. Пенальти тапассине вара Шăхальсем ăнăçлăрах пурнăçланă: 8:7. Кубокçăсенчен Дмитрий Волковпа Артур Васильева «Чи лайăх тапăнса вылякан», «Чи лайăх вратарь» ятсем панă. Елчĕксенчен Петр Воронцов — «Чи лайăх хỹтĕлевçĕ».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code