Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Федераци пĕлтерĕшлĕ

Федераци пĕлтерĕшлĕ

Малашне Канаш округĕнчи Мăкăр ялĕ çывăхĕнчи кĕпер федераци пĕлтерĕшлĕ объект шутĕнче пулĕ. Ăна патшалăхăн куçман пурлăхĕн пĕрлехи реестрне кĕртнĕ.

Культура еткерлĕхĕн объекчĕсем патшалăх хỹттине кĕреççĕ, ун çывăхĕнче ятарлă йĕрке пулать. Тĕслĕхрен, кунта çурт çĕклеме, реклама конструкцийĕсем вырнаçтарма пачах юрамасть. Мăкăр кĕперне 1916 çулта хута янă. Кун пек илемлĕ кĕпер çĕршывра урăх çук. Унта туристсем пĕрмай килеççĕ. Культура объектне сыхласа хăварасси, унăн тавралăхне хăтлăлатасси пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Часах çак çĕр лаптăкне ял хуçалăх пĕлтерĕшлисенчен куçарса «Уйрăмах сыхламалли территорипе объект çĕрĕ» шутне кĕртесшĕн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code