Среда, 17 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Бригадир

Акчел ялĕнче пурăнакан Петр Васильевич Кудрявцев хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех, пурĕ 43 çул, тăван «Прогресс» хуçалăхра тăрăшать. Малтан водитель, халĕ – бригадир, пĕрремĕш комплекслă бригадăна ертсе пырать. Ахальтен мар çак хисеплĕ çынна пархатарлă ĕçне кура «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят парса чыс тунă.

Ашшĕпе амăшĕ – Василий Георгиевичпа Зинаида Афанасьевна колхозра вăй хунăран Петя та мĕн пĕчĕкрен вĕсен çумĕнче тăрмашнă. Вăл уйрăмах техникăна юратнă, шофер пулма ĕмĕтленнĕ.

Унран: «Ял пурнăçĕ сана мĕнпе илĕртет?», – тесе ыйтсан: «Тăван уй-хирĕм ытамĕнче пулни, кунти таса сывлăшпа киленни мĕне тăрать! Çăкăра хăвăн аллупа туса илни, пушшех, пархатарлă, сумлă», – тет хисеплĕ ĕç ветеранĕ. Чăннипех, çапла.

Петр Кудрявцевăн ĕç кĕнеки 1975 çултан çырăнма тытăннă. 1977-1979 çулсенче вăл çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă, гварди сержанчĕн званине тивĕçнĕ. Салтак пурнăçĕн тути-масине астивнĕ, кăмăл-сипет енĕпе те çирĕпленсе çитнĕ çамрăк Совет çарĕнчен таврăннă хыççăн урăх ниçта та мар, тăван колхозах таврăннă. Çамрăк комсомолец хуçалăхра вăй хунипе пĕр вăхăтрах обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă. Вăл нумай çул ялти суйлав комиссине те ертсе пынă.

…Бригадир тивĕçĕсене пурнăçлама та çăмăл мар. Кулленхи ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пырас тесен вăтам сыпăкри ертÿçĕн кашни çынпа пĕр чĕлхе тупмалла, вĕсене ăнланмалла, кирлĕ пулсан, пулăшу аллине тăсса памалла, хутне те кĕмелле. Вăл çуркуннерен пуçласа хура кĕркунне çитичченех уй-хирте, çак вăхăтра килне те çĕрле анчах таврăнать. П.Кудрявцев бригадир ертÿçĕсемпе пĕрле ĕçе пĕлсе йĕркелесе пынăран акционерсен «Прогресс» хупă обществинче ака-суха ĕçĕсем кашни çулах ăнăçлă пулса пыраççĕ. Вырман хĕрÿ кунĕсем – уй-хирти канăçсăр ĕç вăхăтлăха хыçа юлчĕ пулин те, кун-çулне яваплă ĕçре ирттерекен Петр Васильевичăн чун-чĕри пурпĕрех лăпкă мар. Мĕншĕн тесен сиссе те юлаймăн, çур акине хатĕрленме тытăнмалла.

Ĕç пурнăç тыткăчи пулнине, çын хăйĕн телейне юратнă профессире вăй хунинче тупма пултарнине вăл хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе кăтартса пачĕ. Çакă ĕнтĕ çамрăксене малалла ĕçлеме хавхалантарать, çĕр-аннемĕре юратма вĕрентет.

Чăннипех те маттур эсĕ, хресчен ĕçĕнчен хăраман Петр Кудрявцев. Халăх хушшинчи хисеп, ĕçченлĕхпе вашаватлăх яланхиллех иксĕлми пултăр санра, пурнăçри ĕмĕт-тĕллевÿ пурнăçланса пытăр.

Кудрявцевсем – Петр Васильевичпа Лидия Викторовна хăйсен кун-çулне ахаль пурăнса ирттермен: çурт лартнă, йывăç çитĕнтернĕ, ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ, вĕсене тĕрĕс воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Таня хĕрĕ Кÿкеç поселокĕнче хунав янă, повар пулса тăрăшать, çемьеллĕ, пĕр ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Алексей ывăлĕ те çемьеллĕ, вĕсен икĕ ывăл, тĕп хулара – Шупашкарта пурăнаççĕ. Тăван киле – ашшĕпе амăшĕ патне тăтăшах килсе çÿреççĕ вĕсем. Пурте пĕрле пуçтарăнсан çурт хаваслă, телейлĕ сасăпа тулать. Петр Васильевичпа Лидия Викторовнан савăнăçĕ куç тулли…

Т.ЗАХАРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Петр Кудрявцев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code