Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăра асăнса – курав

Паттăра асăнса – курав

Елчĕкре пурăннă Беляевсем çинчен совет саманинче çырман. Çакă çеç паллă пулнă: Беляевсем Елчĕкре пуянсем шутланнă, лавккасем тытнă, тĕрлĕ таварсемпе суту-илÿ тунă. Революци умĕн Елчĕкре çак йăхри 18 çемье пурăнни паллă, пурте çирĕп, пуян хуçалăхсем тытса тăнă.

Первомайски урамĕнчи икĕ хутлă çуртсем /пĕринче халĕ историпе краеведени музейĕ/, универмагпа юнашар кирпĕч çурт, райпо правленине хирĕç вырнаçнă кивĕ çурт, Садовая урамри кĕнеке магазинĕ пулнăскерсем – çаксем пурте Беляевсен шутланнă. Пĕр ĕмĕр ытла ларсан та вĕсем Елчĕк ялне паян кун та илем кÿреççĕ. 20-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Беляевсем пурте тенĕ пекех Елчĕкрен тухса кайнă. Пĕрисене раскулачит тунă, теприсем хăйсен ирĕкĕпе кайнă. Пурлăхĕсене пĕтĕмпех туртса илнĕ пулнă. Белявсене астăвакан çынсем хальхи вăхăтра çукпа пĕрех. Совет Союзĕн Геройĕн ашшĕ – Филипп Григорьевич Беляев – çак йăх çынни пулнă. Унăн икĕ шăллĕ – Никандрпа Герман, йăмăкĕсем – Екатерина, Клавдия пулнă.Филипăн тăватă ача çитĕннĕ: Александр, Иван, Виктор тата Муза. Вĕсем пурте вĕренсе пĕлÿ илнĕ. Иван Филиппович та Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă, Кемерево хулинче пурăннă, вăл – РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ. Муза Филипповна Горькинчи заводра инженерта ĕçленĕ. Шел пулин те вĕсем çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Филипп Григорьевичăн кил-çуртне коллективизаци пуçлансан туртса илеççĕ. Мăшăрĕпе тата виçĕ ачипе вăл Удмурт АССРĕнчи Кизнер хулине вырнаçать.

Паян ялсенчи культура çурчĕсемпе библиотекăсенче «истори тата литература сехечĕсем», викторинăсем иртеççĕ.

А.Беляев çуралнăранпа 110 çул çитнĕ тĕле музейра курав йĕркелерĕмĕр. Унпа паллашас текенсене хапăл тусах кĕтетпĕр. Курава Беляевсен архивĕнчи сăн ÿкерчĕксене, картинăсене тата ытти хатĕрсене тăратнă.

Снегира СТЕПАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code