Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «ХОУМ ЭКОКВИЗ» ятарлă вăйă

«ХОУМ ЭКОКВИЗ» ятарлă вăйă

Тĕп библиотекăри çула çитмен ачасем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе «Место силы» ятпа йĕркеленнĕ центр никĕсĕ çинчи черетлĕ тĕл пулура экологи пĕлĕвĕсене ăса хывассине малти вырăна хутăмăр.

Хальхинче библиотекăна Çĕнĕ Пăва шкулĕнче вĕренекенсене, округ администрацийĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникне Марина Вастуловăна йыхрав патăмăр.

3 командăна уйăрнă вĕренекенсем экологи лару-тăрăвĕпе паллашрĕç, ятарласа хатĕрленĕ викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Экоквиз кăсăклă иртнипе пĕр вăхăтрах пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ урок пекех пулса тăчĕ. Мĕншĕн тесен тăван тавралăха сыхласси кашни çыншăн тĕп тивĕç пулса тăма кирлине эпир пурте лайăх ăнланатпăр.

Диана ВАСИЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code