Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Капиталлă юсав тỹлевĕ хакланать

Капиталлă юсав тỹлевĕ хакланать

2025 çултан нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсене пурнăçлама хывакан чи пĕчĕк тỹлев виçи пысăкланать. Çак йышăнăва иртнĕ кунсенче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе иртнĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче çирĕплетнĕ.

Строительство министрĕ Михаил Коледа пĕлтернĕ тăрăх, капиталлă юсав тỹлевĕ нумай хваттерлĕ лифтсăр çуртсенче тăваткал метршăн 10,94 тенкĕ пулĕ — 1,72 тенкĕ хакланать. Лифтлă çуртсенче ỹсĕм кăшт пысăкрах — 1,87 тенкĕ, çапла вара вĕсенчи хваттерсен хуçисен тăваткал метршăн 11,87 тенкĕ тỹлемелле пулĕ. Çитес çул республикăри 60 пин çын пурăнакан нумай хваттерлĕ 395 çуртра юсав ĕçĕсене пурнăçлама палăртнă — пĕтĕмпе 1,5 миллион тăваткал метр. Çакăн валли 3,4 миллиард тенке яхăн кирлĕ пулĕ.

Тỹлев хакне ỹстернине сăлтавланă май министр капиталлă юсав фондне дефицитсăр тăвас тесен тăваткал метршăн хывмалли укçана тата ытларах — 37 процент таранччен ỹстермеллине палăртнă. Анчах асăннă виçен çуррине — 18,7 процент анчах хăпартма йышăннă. Министр дефицита сирес енĕпе малалла ĕçленине палăртнă.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ку ĕç пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Дефицита пулах нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕ пирки кăçал бюджетран 300 миллион тенкĕ уйăрма тивнĕ. Лифтсене улăштарма тата — 600 миллион тенкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code