Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăрсен ячĕ манăçмасть

Паттăрсен ячĕ манăçмасть

Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта асра юлакан мероприяти иртнĕ. Кунта çак шкулта вĕреннĕ, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра паттăрла вилĕмпе вилнĕ Андрей Васильевич Школьникова сума суса Асăну хăми тата Герой парттине уçнă.

Андрей Школьников 1974 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралнă. 1981-1992 çулсенче вăл ялти шкулта вĕреннĕ. Ачаранпах çар çынни пулас ĕмĕтпе пурăннă çамрăк шкул пĕтернĕ хыççăн Хусанти Жуков орденлă Хĕрлĕ ялавлă аслă танк команда училищине вĕренме кĕнĕ. 1998 çулта училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн ăна Забайкалье çар округне ĕçлеме янă. 2008 çулта Андрей срокченех майор званине тивĕçнĕ.

2023 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа контракт йĕркипе ятарлă çар операцине хутшăннă, «Сура» Чăваш батальонĕн мотострелоксен ротине ертсе пынă. Унăн хушма ячĕ «Танчик» пулнă. Штурмлакан отряд командирĕ 2024 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче Белгород облаçĕн Грайворонски районĕнчи Козинка ялĕ çывăхăнче паттăрла вилĕмпе вилнĕ. РФ Президенчĕн 2024 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн Паттăрлăх орденĕпе (вилнĕ хыççăн) наградăланă.

…Асăну хăмине тата Герой парттине уçма Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Курнавăш территори уйрăмĕн начальникĕ Алексей Мартышкин, округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Петр Купташкин, вырăнти «Клевер» ООО директорĕ Алексей Емельянов, паттăрăн амăшĕ, мăшăрĕпе ывăлĕ, пĕр класра тата пĕр курсра вĕреннĕ юлташĕсем, ял-йыш хутшăннă. Митинг патшалăх гимнĕн çеммипе çамрăк армеецсем Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ялавĕсене çĕклесе хăпартнинчен пуçланнă. Шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алиса Смирнова Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçласа паттăрла вилĕмпе вилнĕ Андрей Школьниковăн çемйи, юлташĕсен умĕнче пуçне тайнине, унăн ячĕпе паян шкул коллективĕпе кунта вĕренекенсем тивĕçлипе мăнаçланнине, мухтаннине пĕлтернĕ.

Округ пуçлăхĕ Леонард Левый та хăй сăмахĕнче пурнăçне чи сăваплă ĕçпе — çĕршыва хỹтĕлессипе çыхăнтарнă ентешĕмĕр ятне яланах çỹлте тытасса, Андрей Васильевич ятне асра тытса, вăл вĕреннĕ шкулта Асăну хăми тата Герой парттине уçни те çакна уçăмлăнах çирĕплетсе панине палăртнă.

Мероприятие хутшăннă ытти çынсем те мĕн ачаран хастарлăхпа, хăюлăхпа палăрса тăнă Андрей Школьников пирки аса илсе нумай ăшă сăмах каланă. Малашне кашни çул ун ячĕпе Çĕнĕ Пăва ялĕнче сĕтел çинчи теннис турнирне ирттерессине пĕлтернĕ.

…Асăну хăмине уçма Андрей Васильевичăн ывăлĕ — Артем тата унпа пĕр класра вĕреннĕ Андрей Андреев, Герой партти хушшине пĕрремĕш хут ларма вара чи пултаруллă вĕренекенсем: предмет олимпиадисен çĕнтерỹçи тата призерĕ Алексей Архипов, пултарулăх конкурсĕсен çĕнтерỹçи Ангелина Емельянова тивĕçлĕ пулнă.

… Çав кунах ялти клубра шкул ачисемпе çамрăксем хушшинче паттăр ячĕпе пĕрремĕш хут сĕтел çинчи теннис турнирне те ирттернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code