Кил-çуртра пушар тухни — калама çук пысăк инкек. Вăрă хăйне кирлине анчах илет пулсан, пушар вара ĕмĕрĕпе пухнă пурлăха самантрах кĕле çавăрать.
Кăçал граждансем кăмака хутнă чух асăрханусăр тата кăмакасем юсавсăр пулнипе округра 2 пушар пулнă. Кăмакасемпе çыхăннă пушарăн сăлтавĕ мĕнре-ши? Кăмакасене тата тĕтĕм çулĕсене тĕрĕс мар купаланинче е вырнаçтарнинче, вăхăт иртнĕ май кирпĕчсем пусăрăннăран е тĕрлĕ енне куçнăран, тăм тĕпреннĕрен пулнă шăтăксенчен вут-çулăм тухнинче. Пушар тĕрĕс вырнаçтарнă кăмакаран та тухма пултарать. Кăмакана хутса ярсан ăна асăрхасах тăмаллине, çул çитмен ачасене кăмака хутма ирĕк пама юраманнине манар мар. Инкек таврашĕ ан тухтăр тесен кăмака стенисем ытлашши хĕрсе ан кайччăр тесе тăрăшăр, ăна хăвăрт хыпса илекен тата çунакан шĕвексемпе усă курса ан чĕртĕр. Кăмака умне кăвар ỹкменрен 0,5х0,7 метр çунман материал вырнаçтарни, çывăха тумтир, çунакан ытти хатĕр çакса хурасран асăрханни инкекрен упрать. Хутас умĕн кăмакана тĕплĕн тĕрĕслемелле, юсавсăр пулсан юсамалла, тĕтĕм çулĕсене тасатмалла. Мăрьене тата стенасене шуратни тĕтĕм тухакан вырăнсене палăртма май парать. Мăрье çумне те асăрхасах тăрăр. Унта çулçă, пăчкă кĕрпи, çулăм тивсе илме пултаракан ытти япаласем хума юрамасть.
Каминпа, электрохатĕрпе усă курнă чух хăрушсăрлăх йеркисене пăхăнăр. Йывăç стена тата мачча хушшине çунман материал вырнаçтармаллине шута илĕр. Электрохатĕрсен айне çунман материалтан хатĕрленĕ тĕрев лартăр. Электрочейнике, кипятильнике, паяльнике, электроплитана, пысăк температурăллă ытти хатĕре розеткăран кăлармасăр ан хăварăр. Взрыв пулас хăрушлăх пур çĕрте (тĕслĕхрен, бензин упракан вырăнта) уçă спиральлĕ электрохатĕрсемпе усă курма юрамасть.
Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине çирĕп пăхăнар, пурлăха та, пурнăçа та упрар.
В.ГРИГОРЬЕВ. А.САЙКИН.

