Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тыр-пул пирки хĕлле шутлаççĕ: Ав, кур, пĕрче тĕпчеççĕ те суйлаççĕ

Тыр-пул пирки хĕлле шутлаççĕ: Ав, кур, пĕрче тĕпчеççĕ те суйлаççĕ

Вĕçĕ-хĕррисĕр анлă уй-хирĕмĕр вăхăтлăха канать, вăл шурă кавирпе витĕннĕ пулин те «Раççей ял хуçалăх центрĕ» патшалăх учрежденийĕн тытăмне кĕрекен вăрлăх пахалăхне тĕрĕслекен районти уйрăмĕн ĕçченĕсемшĕн хĕрÿ вăхăт. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем черетлĕ çур акире усă курма хатĕрленĕ вăрлăха пахаласа хак парас тĕлĕшпе пуçĕпех ĕçе кÿлĕннĕ-çке вĕсем.

Çĕр ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ те – акма кирлĕ таран пахалăхлă вăрлăх хатĕрлесе çитересси. Çакна асра тытса вĕсем уйрăмах раштав уйăхĕнче, çанталăк ытлашшиех сивĕ пулманнипе усă курса, вăрлăха кондицие лартассипе нумай вăй хунă. Чылайăшĕ, ĕçе хăвăртлатас тесе, ятарлă звеносем йĕркелеме те пултарнă.

Çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшÿллĕн ял хуçалăх организацийĕсене черетлĕ çур акире акса хăварма пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсем 38500 центнертан кая мар кирлĕ. Вĕсем вара ăна çĕнĕ çула кĕричченех районти инспекцире 39159 центнер тĕрĕслеттернĕ те ĕнтĕ. Ку чухне уйрăмах «Рассвет», «Комбайн», «Сатурн», «Колос», «Победа» ял хуçалăх предприятийĕсемпе Курнавăшри Цветковсен хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче лайăх ĕçлени куç умĕнче – вĕсем хатĕрленĕ пĕтĕм вăрлăх кондицие ларнă.

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Федерацин «Раççей ял хуçалăх центрĕ» патшалăх учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн тĕп агрономĕ Ирина Иванова вăрлăх пахалăхне тĕрĕслет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code