Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ултав тăкак кỹрет

Ултав тăкак кỹрет

Халăх хушшинче ыттисене пăтратас тĕллеве мала хуракан, ултавлă майпа «шỹтлекен» çынсем тĕл пулаççĕ, вĕсем «пĕр-пĕр вырăна взрыв хатĕрĕ хуни пирки» шăнкăравласа пĕлтереççĕ.

Çапла туни пачах та шỹт мар, вăл пысăк пăшăрханупа, тăкакпа тата пăлханупа çыхăннă. «Шỹтлес» текенсене саккун пуçран шăлмасть. Ку енĕпе тивекен айăплав çирĕп — РФ Уголовлă кодексăн 207 статйипе хаклакан çак преступленишĕн 700 пин тенкĕрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран штраф тỹлеттерме е 6 çултан пуçласа 10 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.

Чылай чух пуçтах çамрăксем çуртсен стенисем çине, подъездсенче, общество вырăнĕсенче экстремизм шутланакан сăмахсем çырнишĕн те пуçран шăлмаççĕ — республикăра ку ĕçшĕн уголовлă майпа явап тыттарнă тĕслĕхсем пур.

Киревсĕрлĕхрен асăрханар, саккуна пăхăнса пурăнар.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code