Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕрарăмсене – çĕнĕ професси

Хĕрарăмсене – çĕнĕ професси

Чăваш Ен «Демографи» наци проекчĕн пĕр программине пурнăçлас тĕлĕшпе çĕршывра лидерсен шутне кĕнĕ.

Чăваш Ене Роструд асăннă нацпроект тытăмне кĕрекен «Халăха ĕçе вырнаçма пулăшасси» проектпа килĕшÿллĕн граждансене çĕнĕ профессисене тÿлевсĕр майпа вĕрентес енĕпе ăнăçлă ĕçленине кура ырласа хакланă. Федерацин ĕçлев служби пĕтĕмлетнĕ тăрăх, республика асăннă кăтартупа çĕршыври регионсен хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнать.

Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн камсем тÿлевсĕр майпа вĕренме пултараççĕ-ха; Ĕç шыракан, ĕçлев службинчен пулăшу ыйтнă çынсем, çав шутра ĕçсĕр тесе шута илнисем, 50 çултисем тата аслăраххисем, пенсие каяс умĕнхи çулсенчисем, ача виçĕ çул тултариччен ăна пăхмалли отпускри хĕрарăмсем, шкулчченхи ÿсĕмри ачасем пур, ĕç хутшăнăвĕсенче тăман хĕрарăмсем. Вĕсем çĕнĕ профессисене вĕренме, професси енĕпе çĕнĕрен хатĕрленме, хушма вĕренÿ майĕсемпе усă курса пĕлĕве тарăнлатма пултараççĕ.

Август уйăхĕн вĕçĕ тĕлне Чăваш Енре пурăнакан 700 ытла çынна ĕç рынокĕнче кирлĕ специальноçсене алла илме янă. Вĕсен пĕр пайĕ вĕренĕве ăнăçлă вĕçленĕ те ĕнтĕ: кашниех тĕрлĕ предприятире регионти вăтам виçерен пысăкрах шалуллă ĕç вырăнĕсенче вырнаçмалли гаранти пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code