Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей агролидерĕсем

Раççей агролидерĕсем

Чăваш патшалăх аграри университечĕн 30 ытла студенчĕ Раççей ял хуçалăх банкĕн «Раççей агролидерĕсем» вĕрентỹ проектне хутшăнать. Проект çĕршыври мĕн пур аграри аслă вĕренỹ заведенийĕсенчи 2330 çынна пĕрлештерет.

Унта хутшăнакансем малтан стартап-проектсем валли хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерме пултараççĕ. Жюри членĕсем вĕсенчен чи ăнăçлă 50-шне суйласа илеççĕ.

Раççей ял хуçалăх банкĕпе Чăваш патшалăх аграри университечĕ ĕçлĕ çыхăнăва çирĕплетсех пыраççĕ. Юлашки икĕ çулта банк пĕрлехи проектсене ĕçе кĕртме укçа-тенкĕ уйăрать. Çавна май аслă шкулта вĕрентỹ аудиторине юсаса çĕнетнĕ, «Фермер шкулĕ» проекта пурнăçлама, чи лайăх студентсемпе аспирантсене хавхалантарма укçа-тенкĕ уйăрнă.

Чи лайăх шухăш-тĕллевсен авторĕсем çĕршыври чи лайăх агрохолдингсенче стажировка тухма пултараççĕ. Çапла вара студентсен вĕреннĕ вăхăтрах ĕç тупса ĕçлеме май пур. 50 çамрăка АПКн «ылтăн» резервне кĕртеççĕ.

«Раççей агролидерĕсем» проекта вĕрентỹ тата практика тапхăрĕсене уйăрнă. Вĕрентỹ пайĕнче лекцисем, онлайн-эфирсем йĕркелĕç. Унта Раççейри лайăх аталанса пыракан агропредприятисен ертỹçисене явăçтараççĕ. Тĕслĕхрен, «Эфко» ГК, «Степь» агрохолдинг, «Абрау-Дюрсо», Кироври трактор завочĕн, «Черкизово» ушкăнăн менеджерĕсем, преподавателĕсем, бизнес-тренерсем тата ытти те. Практикăра опытлă специалистсем, ертỹçĕсем консультаципе пулăшĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code