Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ветеринарири çĕнĕлĕх

Ветеринарири çĕнĕлĕх

Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕпе ĕçлекен юридици сăпачĕсене тата усламçăсене тĕрĕслессипе çыхăннă полномочисене кăçалтан пуçласа Россельхознадзора çирĕплетнĕ.

Тĕрĕсрех каласан, выльăх тытакан тата пусса тирпейлекен, аш-какай тата сĕт, пулă продукцийĕпе сутă тăвакан предприятие 2020 çултан пуçласа Россельхознадзорăн территорири управленийĕн инспекторĕ кăна тĕрĕслеме пултарать /регионти ветеринари службин малашне кунашкал ирĕк пулмĕ/. Ветеринари надзорĕ çинчен калакан саккуна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2019 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă. Саккуна йышăниччен предприятисене федераци тата регион шайĕнчи инспекторсем тĕрĕслеме пултарнă. Кунта çакна та палăртмалла, çĕнĕ саккун регионсенчи ветслужбăсене ытти полномочисенчен хăтармасть. Тĕрĕслевсемсĕр пуçне вĕсен ытти тивĕçĕсем вăйра юлаççĕ. Çав шутра чĕр чунсен чирĕсенчен хÿтĕленессипе тата тĕп тăвассипе, сиплессипе çыхăннă мероприятисем. Предприятисенче техрегламентсен требованийĕсене /апат-çимĕç продукцийĕн хăрушсăрлăхĕпе çыхăннисене/ епле пурнăçланине тĕрĕслесси те вăйра. Кунсăр пуçне, предприятире производство лабораторийĕ пур пулсан, федераци шайĕнчи инспекторсем тĕпчевсен протоколĕсемпе кăсăкланма ирĕк пур тата ытти те.

Тĕрĕслев ĕçĕсене федераци ведомстви «Меркурий» информаци тытăмĕпе килĕшÿллĕн те анлăн усă курса пурнăçлĕ. Ветеринари çинчен калакан саккуна кĕртнĕ улшăнусен тепĕр тапхăрĕ пирки каласа хăварар. Черетлĕ улшăну килти чĕр чунсене тата ял хуçалăх выльăх-чĕрлĕхĕсене маркировкăпа тивĕçтерессипе çыхăннă.

Коронавирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăх пуррине кура тата РФ Правительствин Председателĕн хушăвне тĕпе хурса май уйăхĕччен Россельхознадзор тĕрĕслевсене вăхăтлăха чарса лартнă.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code