Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăмăлĕпе уçăччĕ…

Кăмăлĕпе уçăччĕ…

Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче тĕнче шайĕнчи паллă ăсчах, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Геннадий Волков академик çуралнăранпа 95 çул çитет. Тĕнчери тĕрлĕ хаçат-журналта нумай çырнă ун çинчен. Район хаçачĕн страницисенче те материалсем тухман мар. Этнопедагогика никĕслевçин курăмлă ĕçĕсем, хисеплĕ ячĕсемпе наградисем çинче чарăнса тăмăпăр хальхинче. Ăна «айккинчен» пăхса хаклар.

Г.Волков чи малтанах публицист пек паллă. Вăл воспитани ыйтăвĕсемпе çыхăнтарса нумай калав, очерк, повесть, эссе çырнă. Чăваш халăх фольклорне, чĕлхине, историне тата культурине питĕ лайăх пĕлнĕ. Сăмахлăхĕ пуян, чĕлхи сĕтеклĕ те ытарлă. Чăвашла та, вырăсла та нумай кĕнеке кăларнă. Вăтăр пилĕк страницăран тăракан «Асанне калавĕсенчен» (1957ç.) пуçласа 576 страницăллă «Этнопедагогическая пансофия» (2009 ç.) кĕнеке таранчченех.

Геннадий Никандрович ялан çĕнĕ шухăш каланă. Тĕл пулура ларса ăна итленĕ-и е хальтерех пичетленсе тухнă кĕнекине е статйине вуланă-и — кашнинчех çĕннипе пуянланатăн, тĕнче çине урăхларах пăхма, япаласемпе пулăмсене урăхларах хаклама пуçлатăн, ырă туйăмсемпе хавхаланса каятăн. Чăваш наци конгресĕн кашни съездĕнче сăмах илетчĕ те, делегатсем ура çине тăрса алă çупатчĕç. Ăна хисеплени калаçу тапхăрĕнче шăплăх хуçаланнинче те паллăччĕ.

Кăмăлĕпе уçăччĕ. Ăсчах пулнă май кама кăна пулăшман-ши Геннадий Никандрович диссертаци çырса хỹтĕлеме, кам кăна усă курман-ши унăн уçă кăмăлĕпе? Аслă Елчĕкри вăтам шкулта иртекен конференцисене, астăватăп, унпа пĕрле çамрăксем нумаййăн килетчĕç. Мускавра пурăнакан, ученăйпа питĕ çывăх хутшăнура пулнă Геннадий Александрович Викторов пĕринче çапла каланăччĕ:

— Пур-и вăхăт, çук-и, вăл яланах пулăшма хатĕрччĕ. Таçта çити кайма пултарнă. Хаклавсене хăйне евĕр çырнă, унăн стильне никамăннипе те танлаштарма çукчĕ, вĕрентсе, хисеплесе, çĕнĕлĕхе шыраса тупса, хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех панă вăл çамрăксене.

Ырă вăрлăха сарăлма панă мар-и ентешĕмĕр? Халăх педагогикин малашлăхĕнче пултаруллă яш-кĕрĕме курнах ĕнтĕ. Документсене «Академик АПН СССР Волков Г.Н.» тесе алă пуснă. Вăл ырланă пулсан Пĕтĕм Союзри Аттестаци Комиссийĕ диссертацине яланах çирĕплетнĕ…

1971 çулта Геннадий Никандровичăн пĕр сăлтава пула тăван республикăран тухса кайма тивнĕ. Пурпĕрех хуçайман ăна, хуçăлман та. Урăх çĕршывсенче, регионсенче тăснă вăл чунтан парăннă ĕçне. Паян ĕнтĕ вăл «акнă вăрлăхсем» хăйсем тухăçлă çимĕç параççĕ. Калмăк Республикинче кăна 28 ăслăлăх кандидачĕпе докторне хатĕрленĕ вăл, Якутире — 10. Чăваш Енре, Кăркăсстанра, Казахстанра, Бурятире, Тывара… миçе-ши?

Калмăксем уйрăмах хисепе хунă ăна. Вырăнти пĕлтерĕшпе каласан: алă çинче йăтса çỹренĕ. Çакна икĕ тĕслĕхпе кăна çирĕплетĕпĕр. Республика президенчĕ пулнă Кирсан Илюмжинов хăйĕн юбилейне акăш-макăш ирттерме шутламан — 15 çывăх çыннине йыхравланипех çырлахнă. Çав йышра эпир сăмах пуçарнă чăваш ачи те.

Пĕр кунхине К.Илюмжинов Геннадий Никандровича хăй патне чĕнтернĕ те правительство çурчĕ умĕнче кĕтсе илнĕ.

— Ак çак машина паянтан сирĕн алăра пулать, — тĕллесе кăтартнă вăл вĕр çĕнĕ «Волга» автомобиль çине.

— Çук, кирлĕ мар, аван мар капла, — хирĕçлеме пăхнă академик.

— Хуть те ăçта та, кирек хăçан та кайма пултаратăр, — çакăнпа калаçу та вĕçленнĕ.

Шăпа Германине те илсе çитернĕ Аслă Елчĕк арне. 1979-1982 çулсенче вăл Эрфурт хулинчи педагогика университетĕнче профессор ĕçне ăнăçлă та тухăçлă туса пынă. Икĕ уйăх ытларах тăлмач пулăшăвĕпе усă курнă пулсан, малалла нимĕçле «шатăртаттарса» кăна калаçнă. Унта тарăн йĕр хăварнипе, студентсене вĕрентнипе пĕрлех учительсене те сахал мар пĕлỹ панă, нимĕç шкулĕсем валли педагогсем хатĕрлеме нумай пулăшнă.

Аслă шкул тулашĕнче те хастар ĕçленĕ Геннадий Никандрович. Вăл Совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче службăра тăракансен ялан кĕтнĕ хăни пулнă. Пуçласа çапла пĕр чаçре лекци вуланă (хутсăр-мĕнсĕр паллах) хыççăн ăна укçа илмелли ведомость çине алă пусма сĕнеççĕ. Вăл — килĕшмест. Хистесен те яхăнне ямасть.

«Курнă-курнă та, кун пеккине — курман», — тĕлĕннĕ унран çар чаçĕн командирĕ.

Вĕсем патне çỹрекен ытти сăмах ăстисем вара хушма шалăва айккине тĕртсе яман иккен.

Академик Мускаври çар чаçĕсенче службăра тăракан аслă офицерсен — чăвашсен «Сыны Отечества» юлташлăхпа та тачă çыхăну тытнă.

Паллă çыравçă Кашкăр Хуначи ятпа та паллă вулакана. 1975 çулта «Хĕвелпе юман» кĕнеке асăннă псевдонимпа пуçласа тухнă. «Капкăн» журналта Ник. АНТĂР ятпа та пичетленни паллă.

Геннадий Волковăн ăслăлăх çĕклемне тăруках пĕтĕмпех ăса хываймăн та. Вăл хăварнă ĕçсем шучĕпе те, пĕлтерĕшĕпе те вилĕмсĕр. Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ (1911-1986) каланине палăртсан статьяра юлашки пăнча лартни те вырăнлă. «Сан хыççăн Чăвашра халăха витĕм кỹрес вăйпа И.Я.Яковлевпа танлашма пултаракан педагог тухасси пирки шухăшламастăп та, ĕненместĕп те…»

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code