Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Усăллă тĕл пулу

Усăллă тĕл пулу

Патреккел ялĕнчи библиотекăра Совет Çарĕн Германири ушкăнĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланă районти пĕрлĕхĕн хастарĕсемпе шкул ачисен тĕл пулăвĕ иртнĕ.

Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине халалланă мероприятире ветерансен округри уйрăмĕн ертỹçи Николай Павлов тата унăн çумĕ Анатолий Анисимов хăйсен ют çĕршыври служба тапхăрне, тĕрлĕ наци çыннисемпе туслăхра пурăннине аса илнĕ. «Тăван çĕршыва сыхласси — кашни арçыннăн таса тивĕçĕ, — тенĕ вĕсем. — Çавна май мĕн ачаран вăй-хал, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пиçĕхмелле».

Ĕнерхи çĕршыв хỹтĕлевçисем вулавăша «Мы — из рода победителей» кĕнеке парнеленĕ. Ачасем ун тăрăх Германи çĕрĕ çинче тĕрлĕ çулта службăра тăнă ентешсем çинчен вуласа пĕлме пултарĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code