
«Ниме — халăх бюджечĕ» проект вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене çынсем хутшăннипе татса пама пулăшать. Тăрăм ялĕнче çак проектпа шывпа тивĕçтерекен тытăмăн шыв пăрăхне юсаççĕ.
Ку ĕçе пурнăçлама «Стройэнергосервис» ООО подрядчик хăй çине илнĕ, 5,1 млн тенкĕлĕх контракт тунă. Рабочисем хальхи вăхăтра траншейăсем чавса пăрăх хума хăйăрлă никĕс хатĕрлеççĕ. Проекта пурнăçа кĕртни влаçпа халăх хушшинчи хутшăнăва та çирĕплетĕ.

