Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ертÿçĕ пулмах килнĕ пуль

Ертÿçĕ пулмах килнĕ пуль

Турă панă таланта çын туртса илеймĕ. «Çĕр çине ертÿçĕ пулмах килнĕ вăл», – çапла каланине пĕрре мар илтме тÿр килнĕ Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан Серафима Александровна Терентьева пирки.

Серафима 1946 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Хура-Çырма ялĕнче колхозник çемйинче кун çути курнă. Йăрă та хитре хĕр ача çамрăкранах нумай пĕлес, пурне те хăйĕн аллипе туса пăхас енĕпе палăрса тăнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ мал ĕмĕтлĕскер. Кунтан вĕренсе тухсан пĕлĕвне Шупашкарти пединститутра малалла тăснă – вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ пулса тăнă. 4 çул республикăри тĕрлĕ шкулта ĕçленĕ дипломлă специалист. Кĕçех пурнăç çулĕ пултаруллă хĕре Елчĕк районне илсе çитернĕ. Турă çырни те кĕтсе тăнă ăна кунта – Аслă Пăла Тимеш каччи Петр Терентьев чечек евĕр хитре пикене мăшăр тума суйласа илнĕ. Ял хуçалăх институтне пĕтерсе инженер-механик специальноçне алла илнĕ яш районти сельхозтехника предприятинче тăрăшнă. Вăй-хал тапса тăракан, яланах çĕнĕлĕх шыракан Серафима Александровнăна районти культура пайне ертсе пыма шанаççĕ. Хăй те артистка пек те, ку ĕçе ĕмĕр пĕлсе ĕçленĕ евĕр пурнăçласа пыма тытăнать çамрăк хĕрарăм. Çак яваплă вырăнта 5 çул тăрăшнă, районти культура ĕçне хăйĕн тÿпине хывнă. Ку çулсенче Елчĕксем Мускаври Кремльти сцена çинче хăйсен пултарулăхне кăтартма та тивĕç пулнă.

1979 çулта парти райкомĕ сĕннипе Терентьевсен çемйине мăшăрĕн тăван ялне куçараççĕ. Серафима Александровнăна ялти шкулăн директорĕ пулма, Петр Васильевича «Победа» колхозăн 5-мĕш комплекслă бригадине ертсе пыма шанаççĕ.

Çемьене икĕ ывăл килет, ачасем кил-çурта илем кÿреççĕ. Мăшăрăн хăйĕн йăви пулмаллине шута илсе Терентьевсем капмар кил-çурт çавăраççĕ. 21 çул пĕр улшăнмасăр пысăк коллектива ертсе пырать Серафима Александровна. Çак тапхăрта Аслă Пăла Тимешри вăтам шкулăн ячĕ районта анчах мар, республикăра палăрнă. Директор тăрăшнипе районта пĕрремĕш вĕрентÿпе воспитани комплексĕ йĕркеленсе каять шкулта. Ку тытăма ялти шкул, ача-пăча сачĕ тата Кушкă шкулĕ кĕнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсем вĕренекенсен умĕнче лекцисем вуланă, аслă шкулăн пурнăçĕпе паллаштарнă.

«Мĕнле лайăх вăхăтра вĕреннĕ эпир», – теççĕ халĕ çав çулсенче пĕлÿ пухнă ял çыннисем. Ун чухне кунта музыка шкулĕ те пулнă, тĕрлĕрен кружоксем тухăçлă ĕçленĕ. Ĕçне кура – хисепĕ. Пултарулăхĕшĕн Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, Чăваш Республикинчи музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Халăх педагогĕ» ята парса чысланă. Икĕ хутчен Раççей шайĕнчи «Çулталăкри директор» конкурсăн лауреачĕ вăл, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ.

Ертÿçĕ пултарулăхне тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе тÿрре кăларма пултарнă Серафима Александровна. 1990 çулта «Победа» колхозри парти организацине ертсе пыма пуçлать. Ку ĕçре пĕтĕм чун-чĕрине парса ĕçлет вăл. 1998 çулта Аслă Пăла Тимешри ял тăрăхĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ. Çынсене итлеме пĕлнипе, халăх ыйтăвне татса пама, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарнипе хисепе тивĕçнĕ. Пенсие тухиччен 2002-2006 çулсенче Кушкăри вăтам шкулта директор пулса та вăй хучĕ. Вăл ертсе пыракан коллективсем яланах малти ретре пулнă.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та килте ĕçпе кăна йăпанса ларма пултараймарĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ. 10 çул ытла ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти организацине ертсе пычĕ. Аслă ăрурисене Шупашкар, Чĕмпĕр, Улатăр, Етĕрне, Хусан хулисемпе тĕрлĕ районсене экскурсине илсе çÿрерĕ. Вăл пуçарнипе, Иван Шурбин тăрăшнипе районти ветерансен хорĕ йĕркеленчĕ. Коллектив республика шайĕнче çĕнтерÿçĕ пулса Мускава та çитрĕ. Тăрăшулăхпа тата пуçарулăхпа палăрнă ĕнерхи педагог республикăри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен президиумĕн, Раççейри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн Хисеп хучĕсене, Хисеп паллине илме тивĕç пулчĕ.

Паянхи кун та Серафима Терентьева обществăлла ĕçре хастар. Республикăри вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн членĕ, культурăпа канăва йĕркелесе пырассишĕн яваплă вăл.

Терентьевсем ывăлĕсене те тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ. Вĕсем те маттур, аслă пĕлÿ илсе пурнăç çулĕ çине тăнă. Сергей – стоматолог, Саша – экономист. Иккĕшĕ те çемйисемпе Мускав хулинче пурăнаççĕ. Хальхи вăхăтра асламăшне 5 мăнукĕ савăнтарать. Вĕсем тăван киле пуçтарăнсан пÿрчĕ савăк шавпа тулать. Савăнăçа пайлама çумра шанчăклă мăшăр пулни аван. Анчах та Петр Васильевич ир – 10 çул каялла пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Çак йывăр хуйха чăтăмлăн тÿссе ирттерчĕ çирĕп хĕрарăм, ялти чиркĕве çÿресе унăн чунĕшĕн Турра кĕл турĕ, çăмăллăх ыйтрĕ. Чунне кил-тĕрĕшри ĕçпе пусарчĕ. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытать, тĕрлĕ культура çитĕнтерет. Кил-çуртне те çĕнетсех тăрать.

Уявсенче телефон шăнкăравĕ чарăнмасть. Хăй вĕрентнĕ ачисем, ашшĕ-амăшĕ паянхи кун та тав сăмахĕ калаççĕ савнă учительне, салам сăмахĕсем яраççĕ. Ырă чунлăскер вăл, килнĕ çынна сĕтел хушшине лартса сăйламасăр кăларса ямасть, пулăшу ыйтакана та аллине тăсать.

– Ырă туни ырăпа таврăнать, – тет Турă вĕрентĕвне çирĕп тытса пурăнаканскер.

Хĕрÿ çурта пек ялкăшса çунакан, хăй хыççăн утма хистекен пултаруллă ертÿçĕ, ăслă анне, шанчăклă тус, тараватлă та ăшă чунлă асанне вăл. Ывăлĕсен çемйисем Серафима Александровнăна чун-чĕререн юратаççĕ, килсех çÿреççĕ, шăнкăравласа кулленех сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлеççĕ.

Серафима Александровна пек ырă чунлă çынсем ыттисене пурăнма, кашни кунпа савăнма хавхалантараççĕ. Сар хĕвел пек çутă та ăшă вĕсем.

З.ПОРТНОВА,
ялти ветерансен канашĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code