Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паллă ăсчах

Паллă ăсчах

Чăвашсен паллă историкĕ, критикĕ Иван Данилович Кузнецов 1906 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Вырăскасси ялĕнче çуралнă. Литература лаççинче тĕрлĕ псевдонимпа ĕçленĕ: Ким, Куршанак, Тимĕрç Ванюкĕ, Пичура, Йăван Тимрясов. Вăл 9 çултах ашшĕсĕр тăрса юлнă. Ялти, вулăсри, уесри обществăлла-политикăлла ĕçе хастар хутшăннă. 1920-1923 çулсенче – вулăсри комсомол комитечĕн секретарĕ, инструкторĕ тата Патăрьел комсомол уесĕн комитечĕн членĕ. 1923-1926 çулсенче – Шупашкарти рабфакри комсомол ячейкин секретарĕ, комсомол хула комитечĕн членĕ. 1924 çулта писательсемпе журналистсен «Канаш» пĕрлешĕвне кĕнĕ. Чăваш çамрăкĕсем валли «Çамрăк хресчен» хаçат кăларма пуçару тăвакансенчен пĕри.

И.Кузнецов 1926-1931 çулсенче Мускаври Хĕрлĕ профессура институтĕнче вĕреннĕ.1932-1937 çулсенче парти Чăваш обкомĕн культурăпа пропаганда тата шкулсен пайне ертсе пынă, «Ленин çулĕпе» журнал редакциленĕ, тĕрлĕ институтра доцент, кафедра пуçлăхĕ, хуçалăхпа культура строительствинче ĕçлеме хатĕрленекен çамрăксене истори вĕрентнĕ. Марксизм-ленинизм литературине /çав шутра К.Марксăн хăш-пĕр ĕçĕсене/ чăвашла куçарнă.

Репресси /1937-1955/ хыççăн Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн правленийĕнче литература консультантĕнче, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕнче, ЧАССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн сотрудникĕнче, партбюро секретарĕнче тăрăшнă.1963-1968 çулсенче асăннă институт директорĕ. Истори наукисен докторĕ, профессор И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ уçăлсан СССР истори кафедрине /1967-1974/ ертсе пынă. СССР Писательсен пĕрлешĕвĕн членĕ /1934/.

Иван Данилович 20 кĕнеке тата брошюра авторĕ. Ытларах чăваш хресченĕсен историне, политика историне тĕпченĕ.

И.Кузнецова «ЧАССР наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят панă. Халăхсен туслăхĕн, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе, медальсемпе, РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн, ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. 1986 çулта унăн ятне Чăваш Енĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.

И.Кузнецов 1991 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code