Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ачасене инкекрен упрар!

Ачасене инкекрен упрар!

Каникул – хаваслă тапхăр. Кунĕ-кунĕпе урамра чупаççĕ, тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ ачасем çак вăхăтра. Вăйă тыткăнне лекнĕскерсем çулпа иртекен автомашинăсене те асăрхамасса пултараççĕ.

Çул-йĕр çинчи лару-тăру яланах тимлĕ пулма хистет. Кăçал январь-апрель уйăхĕсенче районти çул-йĕрсем çинче 3 авари пулнă, вĕсенче 4 çын аманнă, çав шутра çул çитмен ача хутшăннипе 1 ДТП пулнă, инкек вăхăтĕнче ача суранланнă.

Кĕçĕннисене инкексенчен асăрхаттарас тесен вĕсемпе час-часах калаçу йĕркелени, хăйсене урамра мĕнле тытма хăнăхтарни, çул-йĕр çинче выляма юраманни пирки тата асăрхануллă пулма вĕрентни кирлĕ. Çак тĕллевпе çул-йĕр инспекцийĕн ĕçченĕсем çулсерен «Внимание – каникулы!» ятпа асăрхаттару акцине йĕркелеççĕ. Кăçал вăл майăн 25-мĕшĕнче пуçланчĕ, июнĕн 10-мĕшĕччен пычĕ.

Скутер, мопед йышши транспорт хатĕрĕпе ÿсĕме кура усă курмалла. Енчен те 16 çул тултарнă ача вĕренсе права илмесĕрех мопед, скутер е ытти транспорт хатĕрĕпе çула тухсан, ăна административлă майпа айăпласа 5 пин тенкĕрен пуçласа 15 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ, транспорт хатĕрне стоянкăна лартаççĕ. Çул çитмен ача 16 çултан кĕçĕнрех пулсан уншăн ашшĕ-амăшĕ административлă майпа явап тытать.

Ашшĕ-амăшĕ йĕркене пăсса çул çитмен ачасене е ятарлă права илмен çамрăксене руль умне лартнă тĕслĕхсем те пулаççĕ. Ку чухне ачан пурнăçне, сывлăхне пысăк хăрушлăха кĕртсе ÿкернипе пĕрлех йĕркене пăхăнман ашшĕ-амăшĕн 30 пин тенкĕ таран штраф тÿлеме тивет. Инкекрен упранас тесен автомашинăсемпе мотоциклсен уççисене кĕçĕннисем пĕлмен вырăнта упрăр.

Велосипедпа çÿреме кăмăллакансен çакна пĕлмелле: 14 çула çитиччен çак транспортпа çул çине тухма юрамасть, унран аслăраххисен ятарлă çулпа, аслă çул çине тухсан çул хĕррипе анчах пымалла, правилăсене çирĕп пăхăнмалла.

Хисеплĕ водительсем, ашшĕ-амăшĕ! Ачасемпе кирек хăçан та тимлĕ пулар, вĕсем ăçта çÿренипе, вылянипе интересленсех тăрар. Çул-йĕр çинче тимлĕ пулмалли, автомашинăсенчен е ытти транспортран асăрханмалли пирки асăрхаттарсах тăрар вĕсене.

А.СЕРГЕЕВ,
ГИБДД инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code