Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăван район хаçачĕ чи кĕтнĕ тус

Тăван район хаçачĕ чи кĕтнĕ тус

Эпĕ Кĕçĕн Таяпа ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕве кĕрсен Комсомольски районĕнчи Вăрманхĕрри Чурачăк каччипе çемье çавăртăм. Унта тымар яни 40 çул иртрĕ. Çапах та çуралса ÿснĕ тăван тăрăх темрен те хаклă маншăн. Тăтăшах килсе çÿретĕп Елчĕк ене. Кăçал районти «Хавхалану çăлкуçĕсем» фестиваль-конкурса хутшăнма та тÿр килчĕ. Вырăссен «Гармонь моя» юррине шăрантартăм. Ентешсем ăшшăн йышăнни кăмăла тата çĕклерĕ.

Район хыпарĕсенчен тăрса юлас мар тесе эпĕ «Елчĕк ен» хаçата кашни çулах çырăнса илетĕп. Унсăр пуçне «Каçал ен» тата республика хаçат-журналĕсене /5 хаçат, 2 журнал/ илсе тăратăп. Чун апачĕсĕр пурăнма пултараймастăп. Ентешсене те хамăр район хаçачĕпе туслашма сĕнетĕп. Вăл тарăн содержаниллĕ, район хыпарĕсене тĕплĕн çутатать.

Маргарита БЕЛКОВА,
63 çулта.

Сăн ÿкерчĕкре: М.Белкова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code